Савельев Геннадий Александрович

Геннадий Александрович Савельев — чăваш çыравçи, пĕрлĕх ĕçченĕ, жкрналист, Чăваш Республикин ЖП пайташĕ (1995), Чӑваш Республикин ÇП пайташĕ (1996), Чăваш халăхĕн академикĕ [1].

Геннадий Савельев
Çуралнă чухнехи ят: Савельев Геннадий Александрович
Çуралнă вăхăт: 1950, кăрлач, 8
Çуралнă вырăн: Мăн Ямаш ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, жкрналист, пĕрлĕх ĕçченĕ
Жанр: проза, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Чăваш Енĕн тава тăван ен тĕпчевçи (2002), Чăваш Енĕн халăх академикĕ, А. Талвир ячĕллĕ литература парни (2004)

Биографи тӳрлет

Геннадий Савельев Мӑн Ямашри учитель çемйинче 1950-мӗш çулхи кăрлачăн 8-мӗшӗнче çуралнӑ. Ялти сакӑр çул вӗренмелли шкулта, Шупашкарти саккӑрмӗш профтехучилищӗре, Ҫӗрпӳри ял-хуçалӑх техникумӗнче вӗреннӗ.

Совет Ҫарӗнче хĕсметре тăнă. Хисеплĕ тивĕçе пурнăçласа таврăнсан Мӑн Ямашри колхозра, Элӗкпе Ҫӗмӗрле тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи энергопредприятисенче ĕçленĕ. Пӗр хушӑ Элӗкри радиокалаçу редакцинче те, Ҫӗнӗ Атикасси вӑтам шкулӗнче те вăй хунă.

Пултарулăхĕ тӳрлет

Çыравçăн çак кĕнекесем пичетленсе тухнă: «Ямаш – тĕне кӗмен чӑваш» (1995), «Утатпăр пурнӑ улӗпе» (1998), «Село мое родное» (2003), «Люблю тебя, мой край» (2007).

Чысланисем тӳрлет

  • Чӑваш Республикин халӑх академикӗ.
  • Хисеплӗ тăван ене тĕпчекен
  • Алексей Талвир ячӗллĕ парне (2004).

Вуламалли тӳрлет

  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
  • Юхма Мишши, Ялта пурăнакан çыравçă. Ялав. 2000, № 2, С. 96.
  • Юхма Мишши, Ҫырас вӑй-халӗ чакмасть-ха. Пурнăç çулĕпе. – 2005. – 15 янв. – С.3.

Асăрхавсем тӳрлет