Рэндаку (яп. 連濁?, тÿреммĕн: «йĕркипелен янравланни») — яппун чĕлхинчи морфонологилле феномен, вăл хăшпĕр ситуацисенче анлаутри (сăмах умĕнчи) тата тымарти хупă сасă, ун умне тепĕр тымар е префикс хушăнсан, янравлă пулса тăнине пĕлтерет. Хальхи яппун чĕлхинче рэндаку тăтăш тĕл пулать, анчах та чылай чухне вăл хăçан сиксе тухассине палăртма çук[1].

Чăваш чĕлхинчи тулли мар аналог тӳрлет

Морфемăсен е сăмахсен хушшинче (пуплев юхăмĕнче) хупă сасăсем янравланса илтенесси чăваш чĕлхинче час-часах пулать. Калăпăр, кăвар сăмахри к янравсăр. Анчах та шĕл кăвар тенĕ чухне вăл янравлăн илтĕнет.

Вуламалли тӳрлет

  • Voicing in Japanese / Под ред. Jeroen Maarten van de Weijer, Kensuke Nanjo, Tetsuo Nishihara. — Берлин: Walter de Gruyter, 2005. — 314 с. — ISBN 3110186004.
  • Haruo Kubozono Rendaku: Its domain and linguistic conditions. С. 5—24.
  • Natsuko Tsujimura. An Introduction to Japanese linguistics. — 2-е изд. — Wiley-Blackwell, 2006. — 501 с. — ISBN 1405110651.
  • Junko Itō, Armin Mester. Japanese Morphophonemics: Markedness and Word Structure. — MIT Press, 2003. — 303 с. — ISBN 0262590239.
  • Salikoko S. Mufwene, Elaine Francis, Rebecca S. Wheeler. Polymorphous Linguistics: Jim McCawley's Legacy. — MIT Press, 2005. — 550 с. — ISBN 026256209X.

Çавăн пекех тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Tsujimura, с. 105