Ротацизм — историре пĕр-пĕр сасă [r] сасса куçса кайни. Термин грек чĕлхинчи ρ саспалли ятĕнчен ("ро") пырать.

Чăваш чĕлхинчи ротацизм тӳрлет

Чăваш чĕлхинчи хăш-пĕр сăмахсенчи хăш-пĕр р сасă ытти тĕрĕк чĕлхисенчи з сасăпа тӳр килет. Ку вăл — чăваш ротацизмĕ. Чăваш чĕлхи ротацизмпа палăрса тăрать пулсан, ытти тĕрĕк чĕлхисем ăна хирĕçле пулăмпа (зетацизм) палăраççĕ.

Ротацизм — питĕ авалхи пулăм, вăл монгол, тунгуз-маньчжур чĕлхисемшĕн те характерлă. Кун пек ротацизмăн палăрăмĕсем тепĕр чухне ытти тĕрĕк (сăмахран, якут) чĕлхисенче те сисĕнеççĕ.

Ротацизм авалхи пулăм иккенне венгр чĕлхинчи авалхи пăлхар (чăваш) сăмахĕсем çирĕплетеççĕ (вĕсем венгр чĕлхине IX ĕмĕрччен кĕнĕ).

Ротацизм ХIII—XIX ĕмĕрсенчи Атăлçи пăлхар çырулăхĕн палăкĕсенче (масар çинчи чул юпассм çинче) те палăрать. Вăл халĕ вилĕ шутланакан ытти пăлхăр чĕлхисенче те пулнă.

Пăлхар ротацизмĕ тӳрлет

Тĕп статья: пăлхар ротацизмĕ

Иккĕмĕш ротацизм тӳрлет

Пратĕрĕк тăрăмĕнчи -d- чăваш чĕлхинче -r- пек рефлексациленме пултарать. Çак пулăма иккĕмĕш ротацизм е ротацизм II теççĕ. Гусейнов Гарун-Рашид Абдул-Кадыровичăн диссертацийĕн авторефератĕнче (вырăсла) ăна "второй тип ротацизма" тенĕ[1].

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Литература тӳрлет

  • Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещении. Ч.: 1971;
  • Федотов М.Р. Чувашский язык в семье алтайских языков. Ч., 1980.

Асăрхавсем тӳрлет