Раççей халăхĕсен чĕлхисем

Раççей Федерацийĕнумай нациллĕ çĕршыв. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Раççейри халăхсем 176 чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсен кашнин хăйсен историйĕ, шăпи, аталану çул-йĕрĕ, пуласлăхĕ.

Генеалоги енчен (пулса кайни, хурăнташлăх енчен) илсессĕн Раççей халăхĕсен чĕлхисем тĕрлĕ чĕлхе çемйине кĕреççĕ: индо-европа, алтай, ибери-кавказ, урал, палеоази. Кашни чĕлхе çемйи каллех уйрăм ушкăнсене пайланать.

Индоевропа çемйине хĕвелтухăç славян, иран чĕлхисен ушкăнĕсем, чикан тата идиш чĕлхисем кĕреççĕ.

Хĕвелтухăç славян чĕлхисем: вырăс, украин, белорус. 1989 çулхи перепись тăрăх, Раççейре 119 865 946 вырăс, украинсем — 4 362 872, белоруссем — 1 206 222 шутланнă. Вырăс чĕлхи — çĕршыври ытти наци республикисенче те анлă усă куракан чĕлхе. Чăваш Енре вырăс чĕлхине, чăваш чĕлхи пекех, патшалăх чĕлхи тесе йышăннă.

Иран чĕлхисен ушкăнне Раççей федерацийĕнче Çурçĕр Кавказра пурăнакан осетин (402275) тата Дагестан Республикинче пурăнакан тат халăхĕсен (19420) чĕлхисем кĕреççĕ. Ку халăхсен сахалтарах пайĕ Грузире тата Азербайджанра пурăнать.

Идишеврей чĕлхин пĕр тĕсĕ. Раççей Федерацийĕнче, 1989 çулхи перепись тăрăх, 536 843 еврей шутланнă. Пурăнасса вĕсем сапаланса — çĕршыври кашни республикăпа облаçра, кашни хулара пурăнаççĕ. Сăмахран, Чăваш Енре, 1989 çулхи перепись материалĕсем тăрăх, 690 еврей шутланнă.

Чикан чĕлхи те, еврей чĕлхи пекех, индоевропа чĕлхисем çемиинче хăйне майлă вырăн йышăнать: унпа калаçакансен йышĕ те сапаланса пурăнать. 1989 çулта Раççейре 152 939 цыган шутланнă. Чĕлхе тĕпчевçисем чикан чĕлхине çĕнĕ инди чĕлхисен ушкăнне кĕртеççĕ.

Алтай чĕлхисен çемйи пысăк, вăл тĕрĕк, монгол, тунгус-маньчжур чĕлхисен ушкăнĕсене пĕрлештерет.

Тĕрĕк чĕлхисенчен нумайăшĕ пĕр-пĕрне çывăх. Тĕрĕкле калаçакансен йышĕ, 1989 çулхи перепись тăрăх, çакăн пек: тутар — 5 522 096, чăваш — 1 773 645, пушкăрт — 1 345 273, якут — 380 242, карачай-балкар — 228 673, кумык — 277 163, тува — 206 160, хакас — 78 500, нухай — 73703, алтай — 69 409 т.ыт.те. Асăннă халăхсен кашнинех çырулăхĕ пур, вĕсене пурне те вырăс графики çинче никĕсленĕ.

Монгол чĕлхисем Раççейре иккĕ: бурят (417 425) тата калмăк (165 821) чĕлхисем.

Тунгус-маньчжур чĕлхисен йышне нанай (11 883), эвенк (29 901), эвен (17 055), негидаль (587), ульч (3 173), удэгэ (1 902), ороч (883), орок (179) чĕлхисем кĕреççĕ. Асăннă халăхсем Инçет Хĕвелтухăçĕнче тата Хĕвелтухăç Çĕпĕрте пурăнаççĕ. Негидаль, ульч, орок, удэгэ, ороч халăхĕcен çырулăхĕ çук. Тунгус-маньчжур чĕлхисене хăш-пĕр тĕпчевçĕсем тĕрĕк тата монгол чĕлхисемпе пĕрле алтай чĕлхисен йышне кĕртеççĕ.

Раççейри ибери-кавказ чĕлхисен çемйи йышлă. Ку ушкăна чечен (898 999), абазин (32 983), адыг (122 908), кабардин (386 055), авар (544 016), лезгин (257 270), даргин (353 348), черкес (50 764), лак (106 245), табасаран (93 583), ингуш (215 068) чĕлхисем кĕреççĕ. Пурте вĕсем çыруллă литература чĕлхисем шутланаççĕ. Ибери-кавказ чĕлхисенчен чылайăшĕ — Дагестан Республикинче (30 чĕлхе таран): агуль (17728), рутуль (19503), арчи, анди, ботлик т.ыт. Ку чĕлхесемпе усă куракансенчен чылайăшĕ темиçе çĕр çын кăна шутланать.

Финн-угр чĕлхисем: мордва (1 072 939), çармăс (643 698), коми (336 309), коми-пермяк (147 269), удмурт (714 833), манси (8 279), карел (124 921), хант (22 283). Вĕсем пурте çыруллă чĕлхесем. Финн-угр чĕлхисен ушкăнне кĕрекен вепс (12 142), ижор (449), лив (64) чĕлхисен çырулăх çук.

Самоед чĕлхисен шутне ненец (34 190), селькуп (3 564), нганасан (1 262) чĕлхисем кĕреççĕ. Ку чĕлхесемпе калаçакан халăхсем Ненец, Ямал-Ненец тата Таймыр наци округĕсенче пурăнаççĕ. Асăннă халăхсенчен ненецсемпе селькупсен çеç çырулăхĕ пур.

Палеоази (авалхи Ази) чĕлхисем Çĕпĕрте тата Инçет Хĕвелтухăçĕнче сарăлнă. Ку ушкăна чукча (15 107), коряк (8 942), ительмен (2 429), эскимос (1 704), нивх (4 631), кет (1 084), юкагир (1 112), алеут (644) чĕлхисем тăваççĕ. Тĕпчевçĕсем асăннă чĕлхесене пулăвĕпе тытăмне шута илсе виçĕ пĕчĕк ушкăна уйăраççĕ.

Раççейри чĕлхесен йышĕ маларах асăнса тухнинчен чылай пысăк. Ăна 1989 çулхи перепись материалĕсем лайăх çиреплетсе параççĕ: эрменсем (532 390), азербайджансем (335 889), казахсем (635 865), литва (70 427), молдавансем (172 671), нимĕçсем (842 295), поляксем (24 594) т.ыт. йышлă пурăнаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет