Пушкай Леонид Иванович

Пушкай Леонид Ивановиччăваш сăвăçи, драматург. 1914 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Илепар ялĕнче çуралнă. 1968 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче вилнĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

Ял çамрăкĕсен шкулĕнче, Шупашкарти музыкăпа театр техникумĕнче ăс пухнă. Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче режиссёр пулса ĕçленĕ. Джамбул хулинче театра илемлетнĕ.

Айăпсăр тĕрмене хупнă, 1954 çулта таса ятне тавăрнă.

Ӗçĕсем тӳрлет

1930-мĕш çулсенче унăн сăввисем çак кĕнекесенче пичетлĕннĕ:

  • «Малтанхи парне» (1934);
  • «Малтанхи утăмсем» (1935);
  • «Комсомоли» (1936).

Унăн «Хаваслăх» пьесине тĕпе хурса В. Кривоносов пĕрремеш чăваш кĕвĕллĕ комедине çырнă.