Психофизика — объектăн виçмелли физикăллă процесӗсем тата субъект енчен туйса илнисем пӗр-пӗринпе хутшӑннине тӗпчекен психологи облаçĕ.

Психофизика никĕсне XIX ĕмĕрте Густав Теодор Фехнер тата Эрнст Генрих Вебер нимĕç тĕпчевçисем хунă.

Истори тӳрлет

Фехнер тулаш тата шалти психофизика ăнлавсем хушшинчи уйрăмлăхсене палăртнă. Тулаш психофизика йĕкĕлтешсемпе туйăмсен органĕсем хушшинчи çыхăнăвне тĕпчет пулсан, шалти психофизика нейрон процесĕсемпе хумханса илнисем хушшинчи çыхăнусемпе тăрмашать.

Психофизика ăслăхĕнче чи кирлĕ проблема физиологи туйăмлавĕн абсолютлă чаракĕн капне тĕпчесси шутланать.

Литература тӳрлет

  • Никандров В. В. Психофизика и психофизические методы. — СПб.: Речь, 2005.
  • Бардин К. В., Индлин Ю. А. Начала субъективной психофизики. — М.: ИП РАН, 1993.

Çав. пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет