Прокопович Пётр Иванович

Прокопович Пётр Иванович, — пыл хурчĕсене ерчетекенĕ, карас вĕллине шутласа кăлараканĕсенчен пĕри. 1775 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Конотоп уесĕнчи Митченки ялĕнче çуралнă. 1850 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче унăн чери тапма чарăннă.

Тăван çĕршывшăн сумлă ĕçсем тунишĕн ăна Таса Владимир орденне панă.

Пурнăçĕ тӳрлет

Кейӳ ăс-хакăл академине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Егерь утлă çарта кадет пулнă. 1798 çулта киле таврăнсан кĕçĕн пиччĕшĕн ĕçĕпе паллашнă май пыл хурчĕсене ерчетме шутланă.

Вĕллисене вăл хăйех ăсталанă, пыл хурчĕсем хăйсене епле тытнине сăнанă, кун кĕнекине ертсе пынă. Унăн аллинче 10 пине яхăн пыл хурчĕсен кил-йышĕ пулнă. 1814 çулта вăл караслă вĕллене шутласа кăларнă. Ăна вăл «Питĕрти» (Петербургский) тесе ят панă.

Анăçра П.Прокопович ячĕ паллă мар. Ыттисем, карас вĕллисене шутласа кăларакансем (Джержон, Берлепш тата Лангстрот), хăйсен вĕллисене унран каярах пулин те, уйрăм шутласа кăларнă пулас.