Панфилов Никита Владиславович

Никита Владиславович Панфилов (1979, ака, 30, Мускав) — раççей кино актёрĕ.

Никита Панфилов
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Никита Владиславович Панфилов
Çуралнă вăхăт: 1979, ака, 30
Çуралнă вырăн: Мускав, ССРП
Професси: раççей актёрĕ
Карьера: 2005

Биографи тӳрлет

Никита Панфилов 1979 çулхи акан 30-мĕшĕнче Мускавра, актёрсен çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Владислав Владимирович Панфилов, Мускаври кăмăллă камитçĕсен театрĕн ертӳçи. Амăшĕ — Мускаври «Монотон» театрĕн режиссёрĕ[1].

Пиллĕк çул тултарсанах Никита сцена çине Иван-патшачи ролĕнче тухнă, вунтăваттăра вара — Хĕл Мучи сăнарĕпе[1].

Мускаври 809 №-лĕ вăтам шкулта вĕреннĕ чухне Грек-рим кĕрешĕвĕпе хăтланнă. Саккăрмĕш класа çитсен спорт ăсти нормине пурнăçланă та çамрăксен олимп резервне кĕнĕ[1].

1996 çулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн, Мускаврах Хальхи ӳнерĕн институчĕн актёр уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Каярах РФ Хĕспăшаллă вăйĕсенче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан темиçе театр институтне документсене панă.

Фильмографи тӳрлет

  1. 2005-2006 — Адъютанты любви
  2. 2014-2016 — Сладкая жизнь
  3. 2015-2020 — Пёс
  4. 2015 — Лондонград
  5. 2017 — Салют-7
  6. 2020 — Грозный

Каçăсем тӳрлет

  1. ^ 1, 2 тата 3 Никита Панфилов. Биография и фильмография. 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. Официальный сайт телеканала «Россия-1» // russia.tv