Республика ПалауЛăпкă океанри Филиппин тинĕсĕнчи утравлă патшалăх

Тавралăхĕ тӳрлет

Анăç енче, 800 çм Филиппин, кăнтăралла Индонези Палау (Белау) — 200 утрав, чи пысăкки — Бабелтуап, чи çӳллĕ вырăнĕ — 217 м. 200 утравсенчен 8 çинче çеç пурăнаççĕ.

Халăх йышĕ, чĕлхи, тĕнĕ тӳрлет

Халăх йышĕ — 21 пин çын (утă, 2008). Çулри ӳсĕмĕ — 1,2 %. Вăтам пурнăç тăсăлăвĕ — 68 çул (арçынсен), 74 çул (хĕрарăмсен). Çырулăха пĕлни — 92 %.

Этнос шучĕсем: палау 69,9 %, филиппинсем 15,3 %, китайсем 4,9 %, урăх азиатсем 2,4 %, шуррисем 1,9 %, каролинсем 1,4 %, урăх микронезисем 1,1 %, ыттисем 3,2 % (2000).

Чĕлхисем: палау (официаллă) 64,7 %, филиппин чĕлхисем 13,5 %, акăлчан 9,4 %, китай 5,7 %, урăх чĕлхесем (2000).

Тĕп хули — Корор хăй ятлă утрав çинче, 10 пин çын пурăнать. Официаллă чĕлхе — палау, çаплах акăлчан, тоби, япон, сонсоронези. Тĕнĕ — католицисăм, протестантисăм.

Чĕрчун тĕнчи тӳрлет

Кунта пĕчĕк кăшлавçăсем, калтасем, вĕçен кайăксемпе хурт-кăпшанкăсем пурăнаççĕ.

Истори тӳрлет

Европăран утрав çине пĕрремĕш испансем XVII ĕмĕрте çитнĕ. 1889 çулта утравсене Германие сутнă.

Хуçалăхĕ тӳрлет

Экспорт — копра, тунец.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Уявĕсем: юпа, 1— Пăхăнманлăх кунĕ.

Вуламалли тӳрлет

  • Правовые системы стран мира. Энциклопедический справочник. Под ред. А. Я. Сухарева. М., НОРМА, 2003. Статья «Палау». С. 597,598.

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Океания