Пăва гербĕПăва хулин гербĕ.

Пăва районĕн çыннисем халĕ те ытларах ял-хуçалăх ĕçĕпе ĕçлесе пурăнаççĕ. Ку вĕсен гербĕнче те палăрать. Район гербĕнчи ылттăн пучах ял-хуçалăх ĕçĕ лайăх аталанса пынине пĕлтерет, симĕс уй-хир — çутçанталăк символĕ, сывлăх, пурнăç, ял-хуçалăх ĕçĕ. Ылттăн — тыр-пул символĕ шутланать, çавăн пекех çителĕклĕх, хисеп палли. Герб çинчи ылттăн хĕвел — малалла аталанмалли пурнăç çути, ăшши. Кĕмĕл çутă — тасалăх, тăнăçлăх, ăнланулăх. Кăвак тĕс — хисеп, шыв пĕлтерĕшĕ. Район территорийĕпе çакăн пек шывсем юхаççĕ: Сĕве , Хырла , Булла , Цильна . Герб тунă чухне çакна та шута илнĕ пулмалла.

Хатĕрлекенсем тӳрлет

Пăва районĕн гербне çĕнетнĕ чух çак çынсем вăй хунă: Рамиль Хайрутдинов (Хусан), Радик Салихов (Хусан), Ильнур Минуллин (Хусан), Константин Моченов (Химки), Кирилл Переходенко(Конаково), Оксана Афанасьева (Мускав).

Ялаври пĕрпеклĕх тӳрлет

Пăва районĕн ялавне хатĕрленĕ чух унăн гербне шута илсе тунă. Вĕсем пĕр пек, калăпĕпе çеç уйрăлса тăраççĕ. Тĕс пĕлтерĕшĕсем те çавсемех.