Некрасова Лидия Ивановна

— Раççей тата совет ÿнер пĕлĕвçи, этнографĕ, нимĕçлерен тата акăлчанларан куçаракан

Некрасова Лидия Ивановна (çуралнă чухнехи хушамат Яковлева, пĕрремĕш упăшкипе Иловайская, 26, декабрь, 1881, Чĕмпĕр — 7, сентябрь, 1942, ГУЛАГ) — Раççей тата совет ÿнер пĕлĕвçи, этнографĕ, нимĕçлерен тата акăлчанларан куçаракан. Мухтавла чăваш çуттатуртавçин Иван Яковлевич Яковлевăн хĕрĕ. Коми республикин Асăну кĕнекинче (Книга памяти Республики Коми - т.9, ч.1) ун пирки «вырăс» тесе кăтартнă[1] Хальхи вăхăтра И. Я. Яковлев ачисенчен пĕртен-пĕр унăн çеç Раççейре тăхăмĕсем (еткерçисем) пур.

Некрасова Лидия Ивановна
Некрасова Лидия Ивановна
Çуралнă вăхăт 1881 çулхи раштавăн 26-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Чĕмпĕр хули, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1942 çулхи авăнăн 7-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн ГУЛАГ
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Ашшĕ Яковлев Иван Яковлевич
Амăшĕ Екатерина Алексеевна Яковлева
Упăшки Алексей Дмитриевич Некрасов
Ачисем Екатерина, Лидия, Алексей, Анна, Дмитрий

1958-мĕш çулта Л. И. Некрасовăна вилнĕ хыççăн реабилитациленĕ.

Биографи тӳрлет

Лидия Ивановна пĕрремĕш хут Давыд Дмитриевич Иловайские качча тухнă. 1901-мĕш çулта уйрăлнă, 1904-мĕш çулта Алексей Дмитриевич Некрасовпа (1878-1960) пĕрлешсе çĕнĕ килйыш çавăрнă. Мĕтри Юман çырнинчен[2]:

...унăн хĕрĕ Римра сăрлама вĕренет, ăна пысăк улпута Иловайские качча параççĕ: пире венчет тунă чухне юрлаттараççĕ, вăрăм Хветĕр (Çеркей Хветĕрĕ) баспа апостол мĕкĕрет, çав вăхăтрах аслăрах классенче вĕренекенсем хушшинче пăшăлтату пырать: "Çак çĕнĕ кĕру паллă историçĕн ачийĕн ачийĕ, çав историçĕ пăсăк çын, чăвашсен тăшманĕ, вăл Атăл пăлхарсене те славянсем пулнă тесе суять

Вăлах тата тепĕр тĕлтех каланинчен[3]:

Лидия Ивановна Италирен Римран таврăннă теççĕ. Вăл упăшкинчен уйрăлнине эпир пĕлетпĕр. — Мĕншĕн-ха вăл хĕрне çав чăваш пек вырăс мар халăхсен тăшманне Иловайские панă? — тесе ыйтатăп.

Юлташсем: "Мĕн тĕлĕнетĕн, вăл хĕрне хуçа мар вĕт" — тесе манран кулаççĕ.

ГУЛАГран янă çырăвĕсем упранса юлнă. Вĕсене малалла упрама Чăваш патшалăх университетне панă, ксерокопийĕсем тăванĕсем патĕнче юлнă. Çырусенчен пĕринче чăвашла çырнă йĕркесем те пур имĕш. Унăн тексчĕ паллă мар. Анчах та Интернетра çавна вырăсла куçарса пама хăтланни пур:

«Судьба человека - прямая. Но горе и мучения вьются вокруг него, как змея. Есть счастье одно на жизненном пути, как полевой цветок. Когда солнце засветит, цветок радуется, свою голову в сторону жизни наклоняет. Но горе, мучения и змея своей ядовитой слюной скоро его заморозят».

Куçараканнисем дачăра ĕçленĕ чăваш хăтлавçисем пек ăнланмалла.

Каялла чăвашла куçарсан çапла пулать:

«Этем шăпи — тÿрĕ. Анчах та хуйхă-суйхă, çĕлен пек, ун таврах явăнать. Пурнăç çулĕ çинче, хир чечекĕ пек, пĕр телей пур. Хĕвел çутатса ярсан, чечек савăнать, пурнăç еннелле тайăлать. Анчах хуйхă-суйхă тата çĕлен хăйĕн наркăмăшлă сурчăкĕпе çавна часах шăнтса лартать».

Ăçта вĕренни тӳрлет

  • Ырă йăхлă хĕрсен Родионов институчĕ (Хусан, 1894-мĕш çултан пуçласа)
  • Мускари археологи институтне пĕтернĕ (1918), Д. Россетти пултарулăхĕ тĕлĕшпе диссертаци хÿтĕленĕ.

Ăçта ĕçлени тӳрлет

Чыславсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Çăлкуç 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Мĕтри Юман. Суйласа илнисем. Ш., 1997. — с.388.
  3. ^ Асăннă çăлкуç. С. 320-321.

Каçăсем тӳрлет