Нарышкина Наталья Кирилловна

Наталья Кирилловна Нарышкина (1651-1694), царица, Алексей Михайлович патшан иккĕмĕш арăмĕ, Кирилл Полуэктович Нарышкин бояринăн хĕрĕ, Аслă Петр I амăшĕ.

Наталья Кирилловна Мускавра Артамон Матвеев боярин çуртĕнче ӳснĕ, çакăнтах ăна Алексей Михайлович тĕл пулнă. 1671 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Наталья Кирилловна патшана качча кайнă. Икĕ хĕрача тата ывăл çуратнă, пĕр хĕрачи вилнĕ, Пётр ывăлне– пулас патшана Аслă Пётр I - тата Наталья хĕрне çитĕнтернĕ. Алексей Михайлович вилнĕ хыççăн Наталья Кирилловнăшăн йывăр самант пуçланса кайнă; Нарышкин рачĕн асли пулма тивнĕ, Милославскисемпе пĕрмаях тытăçса тăмалла пулнă. Фёдор Алексеевич вăхăтĕнче Наталья Кирилловна ывăлĕ çумĕнче, Мускав тулашĕнчи Коломенское тата Преображенское салисенче пурăннă. Стрелецсем пăлханнă чух - 1682 çулта - Наталья Кирилловнăн хурăнташĕсене нумайăшне вĕлернĕ. Пăлхав хыççăн —Пётрпа Ивана иккĕшне те патша вырăнне лартнă, Ивана «аслă» патша тенĕ. Софья регент пулса тăнă, патшалăх ĕçĕсене пĕтĕмпех хăйĕн алне ярса илнĕ, Наталья Кирилловнăна патшалăх ĕçĕсенчен пайтах уйăрнă. Çав саманара Мускаври тата Преображенское салинчи патша «çурчĕсем» хушшинчи хирĕçӳсем чарăнма шутламан та.