Мясников Александр Фёдорович

Мясников Александр Фёдорович, — живописец, график, скульптор. 1905 çулхи çурла уйăхĕн 30 Тетюш уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Тăрăм ялĕнче çуралнă. 1996 çулхи авăн уйăхĕн 23 Шупашкарта вилнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

1932 çулта Мускаври ӳнер техникумне вĕренсе пĕтернĕ. 1932-1935 çулсенче Чăваш АССРăн Наркомпрос уйрăмĕн заведущиĕ, 1933-1935 çулсенче Чăваш АССРăн ӳнерçичен пĕрлешĕвĕн оргкомитетĕн председателĕ, 1937-1939 çулсенче Улатăрти ӳнер шкулĕн пуçлăхĕ, 1948-1953 çулсенче Шупашкарти ӳнер училищин пуçлăхĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

  • К. В. Ивановăн «Нарспи» поэми валли ӳкерчĕксем ӳкернĕ (1929);
  • «В тракторный фонд» (живопись, 1935);
  • «Колхозная молодежь» (живопись, 1935);
  • «Портрет трактористки В.П.Кузнецовой» (скульптура, 1960)
  • «Портрет Патриса Лумумбы» (скульптура, 1961)