Морти́ра (гол. mortier) — кĕске кĕпçĕллĕ (15 калибртан кĕскерех) урлă пемелли артиллери пăшалĕ. Мортирăпа ытларах çав тери çирĕп хӳтĕлев çурт-йĕрсене аркатма тата хӳме хыçĕнчи е окопсенчи тĕлсене çĕмĕрме усă кураççĕ. XV ĕмĕртенпе усă курнă. Хăшпĕр чĕлхере мортира тата миномёт сăмахсем пĕр терминпе палăртаççĕ.

Вырăс мортирĕ, артрасчёт, Вырăс-турккă вăрçи (1877-1878).
Германсен 210 мм калибрлă «Модель 16» мортири.

Фотогалерея тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Артиллери пăшалĕсем