Молостовкин Гаврил Александрович

Молостовкин Гаврил Александрович, — чăваш тăлмачĕ. 1900 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи Тутар Каши ялĕнче[1] çуралнă. 1958 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче вилнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Мускавра «Коммунар» тĕп чăваш хаçатĕнче ĕçленĕ. Шупашкарта Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăран таврăнсан кĕнеке кăларас ĕçре малалла ĕçлеме пикеннĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Вăл куçарнипе тĕнче шайĕнчи 10 ытла роман чăвашла кун çути курнă. Уйрăмах Э. Войничĕн «Овод», А. Стендалĕн «Красное и черное», А. Толстойăн «Хлеб», Л. Леоновăн «Нашествие» романĕсене асăнмалла.

Асăрхавсем тӳрлет