Митрофанова Зинаида Митрофановна

Митрофанова Зинаида Митрофановна, — чăваш сăвăçи. 1917 çулта Шупашкар районĕнчи Кипеккасси ялĕнче çуралнă. 1996 çулта Шупашкарта вилнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Ишекри колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран Шупашкарти педагогика техникумĕнче пĕлӳ пухнă. «Ӗç хĕрерăмĕ» журнал редакцийĕнче, «Чăваш коммуни» хаçатăн, тата çавăн пекех Кӳкеçри, Елчĕкри район хаçăчĕсен редакцийĕсенче ĕçленĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Унăн ĕçĕсем хаçатсенче, журналсенче тата темиçе автор ĕçĕсен пуххисенче пичетленнĕ. Унăн сăввисемпе А. Асламас, А. Токарев, Ю. Мясников юрăсем кĕвĕленĕ.