Мерида штачĕн симфони оркестрĕ

Шаблон:Сортлани: ӳкерчĕксемпе

Мерида штачĕн симфони оркестрĕ
Тĕп информаци
Жанр классика мусăкĕ
Çулсем çĕртме, 21 - 1991 ç. -хальх. вх.
Патшалăх Венесуэла Венесуэла
Йĕркеленнĕ вырăн Мерида
osem.org.ve

Мерида штачĕн симфони оркестрĕ (исп. Orquesta Sinfónica del Estado Mérida, кĕскен OSEM) — Мерида хулинче вырнаçнă венесуэл симфони оркестрĕ. 1991 çулта венесуэл пианисчĕ тата педагогĕ Хосе Антонио Абреу йĕркелесе янă.

Кун-çулĕ тӳрлет

Оркестăра 1991 çулхи çĕртмен 21-мĕшĕнче Абреу ертсе пынă Венесуэлăн çамрăксен оркестрĕсен системине кĕрекен Мерида штачĕн çамрăксен симфони оркестрĕн (1978 çултанпа ĕçлет) никĕсĕпе туса хунă. 1999 çулта ăна Мерида штачĕн культура несĕлĕ йышне кĕртеççĕ. 2006 çулта оркестр 15 çул тултарнине Мерида штачĕн правительстви, Анд университечĕ, Венесуэлăн çамрăк оркестрсен системи тата хула питĕ анлă йышлă мероприятипе уявлаççĕ: оркестр сезон тăршшипе 39 симфони концерчĕпе 108 веренӳ тата камера концертне Мерида штачĕн 21 муниципалитетĕнче ирттерет.

Оркестр хăйĕн 20-мĕш сезонне 2011 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Мерида мусăк фестивалĕ (Festival de Música de Mérida) валли ятарласа хатĕрленĕ Чайковскин Иккĕмĕш симфонипе уçать[1]

Оркестр ертӳçисем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ El Nacional (January 13, 2011). «Festival de Música de Mérida celebra su segunda edición» 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. Шаблон:Es

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет