Мельхиор (хутăш)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Мельхиор пăхăр.

Мельхиор (ним. Melchior, пăснă фр. Maillot-Chorier) — пăхăрпа никкĕлĕн хутăшĕ, хăш чухне тимĕрпе марганец хушаççĕ. Мельхиор коррозие хирĕçле çирĕп, пусăмпа, сивĕлле те, хĕртсе те лайăх туптама пулать.

Швейцар пиллĕк франкĕ

Пăхăрпа никкĕлĕн хутăшĕ пир. эрăч III ĕмĕртенпе «шурă пăхăр» ятпа паллă пулнă, хальхи ячĕ ăна «шутласа кăларнă» франци çыннисен Майо тата Шорье (фр. Maillot, Chorier) ячĕсенчен шутланать.

Йышĕнчен пула, тинĕс шывĕпе мельхиор электроçуклă шутланать, çавăнпа та ăна тинĕс киммисене тунă çĕрте уса кĕртеççĕ. Мельхиортан çаплах ювелир япалине, савăт-сапана, термогенераторсене, тĕп-тĕрĕс резисторсене хатĕрлеççĕ. Хальхи кĕмĕл сăрăллă вак укçана мельхиортан (яланхилле 75 % пăхăр тата 25 % никкĕль, кăштах марганец хушаççĕ).

Яланхилле мельхиор шутне 5—30 % никкĕль, ≤0,8 % тимĕр тата ≤1 % марганец, уйрăм тĕсĕхсенче палăртнă ĕлкесенчен урăхла пулать. Тĕслĕхрен, резисторсем тунă чухне 55 % пăхăр тата 45 % никкĕль кирлĕ.

Мельхиорсăр пуçне, пăхăрпа никкĕлĕн урăх хутăшĕсем пулаççĕ: монель, никкĕль шучĕ 67 %, çаплах нейзильбер, унта цинка та хушаççĕ.

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Шаблон:Вак укçа çапнă чухне усă курмалли металсемпе хутăшсем