Махачкала

Раççей хули
Махачкала
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Дагестан Республики
Никĕсленĕ: 1844
Хула, çултан: 1857
Халăх йышĕ, пин çын: 462,4 (2003)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 42° 58' ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 47° 26' х.т.д.

Махачкала, — Дагестан Республикин тĕп хули. 462,4 (2003) пин çын пурăнать. Каспи тинĕсĕн хĕвеланăç енчи çыранĕ хĕрринче, Таркитау тăвĕ хĕрринче вырнаçнă. Мускавран 2166 çухрăмра ларать.

Хула пуçлăхĕ Саид Джапарович Амиров.

Истори тӳрлет

Ку пурăнакан вырăна 1844 çулта Петровское ятлă хӳтлĕх пек никĕсленĕ. Тусенче пурăнакан халăх ăна Анджи-Кала (Çăнăхлă хӳтлĕх) тесе ят панă пулнă. 1857 çулта хӳтлĕхе хула шутне кĕртсе Порт-Петровск ята панă.

Хăйĕн хальхи ятне хула Магомед-Али Дахадаев (Махач) (1882-1918) дагестан революционер ячĕпе панă. Ячĕ «Махач» тата «кала» (хула, хӳтлĕх) сăмахĕсене пĕрлештернипе пулнă.

Ту халӑхӗсем хушшинче Хула вырнаҫнӑ вырӑнӗ Вăтам ĕмĕртенпех кумӑк чӗлхинчен кӗнӗ Анжи-Кала «ӗнчӗ хула» ячӗ ҫӳрет.

1921 çултанпа малтан Дагестан АССРăн, кайран Дагестан Республикин тĕп хули шутланать.

Халăх йышĕ тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет