Мамай1370 çултанпа Ылтăн Уртан паллă çарпуçĕ, çĕрме пуянĕ, темник.

Кун-çулĕ тӳрлет

1361 çулта Хыçра хана вĕлерсен вăл влаçа ярса илнĕ. Мамай хуçаланнă вăхăтра астулра темиçе хан: Абдул, Магомет-Султан, Тюлюбек тата ыттисем те ларнă пулнă, вĕсем пурĕ те Мамая пăхăнса тăнă. Хăй вăл хан ятне илме пултарайман — çеçенхир йăла-йĕркипе хан титулне чингизида çеç тивĕçтерме юранă.

1378 çулта Мамай Бегич мăрсана Рязань çĕрне тустарма янă, анчах та унăн çарушкăнне Дмитри Донской Воже шывĕ çинче аркатнă. Çакăн хыççăн Мамай пысăк çарпа Руç çине кайса вырăссемпе Куликово патĕнче çапăçнă. Руçĕн пухăннă çарĕсем Mамай çарне çапса çĕмĕрнĕ.

Тимĕрлан Ылтăн Уртана Тăхтамăша лартнă хыççăн Мамай хăйĕн пурлăхĕсене илсе Уртаран тухса тарнă, анчах та ăна Крымра Каффа (халĕ Феодоси) патĕнче хуралçисемех (генуя çыннисем) вĕлернĕ.

Çăлкуçсем тӳрлет

Литература тӳрлет

Биографи ăслăхра
Куликово ҳапăçăвĕн эпохи

Шаблон:Монгол империнчи нойонсем тата министрсем