Мăян (лат. Átriplex) — Амарант йышшисем (Amaranthaceae) шутне кĕрекен икĕ пайвăрăллă ӳсентăрансен речĕ. Мĕнпурĕ 250 ытла тĕс[1], Çĕрĕн икĕ çурма чăмăрĕн вăтам тата тропик зонисенче сарăлнă.

Atriplex hortensis cleaned Sturm
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Мăян (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Суя мăян (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Чăваш халăхĕн кулленхи чĕлхинче «мăян» çав тери анлăн усă куракан сăмахсенчен пĕри шутланать. Çав мăхăтрах мăянăн тĕсĕсем те пайтах. Час-часах мăян, суя мăян, шурă мăян, хура мăян, чăваш мăян, вырăс мăян тата урăхла та каланисене илтме пулать. Вĕсене пурне те ботаника тĕлĕшĕнчи специалистсен йĕркене кĕртсе майлаштарас пулать.

Суя мăян тата мăян тенисене илес пулсан вара, кунта ÿсентăрансен генеалоги енчен çывăх, анчах тĕрлĕ таксонсемпе çыхăннă пĕрлĕхĕсем пирки сăмах пырать.

Асăннă ÿсентăрансем пурте тенĕ пекех çумкурăк пулнăран, ахаль хресчене çавнашкал уйрăмлăхсене пĕлни кирлех те мар темелле. Анчах та хăшпĕрисем çиме юрăхлă шутланаççĕ. Вĕсене, çавна кура, çиме юрахсăррисенчен уйăрма пĕлни кирлĕ. Çакă уйрăмах выçлăх çулĕсенче (1921, 1922 тата ытти те) пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Atriplex (акăлч.). The Plant List. Version 1.1. (2013). Тĕрĕсленĕ 4 Ҫурла уйӑхӗн 2016.
 
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «мăян»

Литература тӳрлет

*