Любимов Анатолий Сергеевич

Анатолий Сергеевич Любимов (22.3.1941, Çĕнĕ Эйпеç ялĕ, Улатăр районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) — чăваш гобоисчĕ, педагогĕ.

Чăваш АССР халăх артисчĕ (1976), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1986), РФ халăх артисчĕ (1993). Чăваш АССР К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕ (1983).

Биографи тӳрлет

Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă.

1959 çулта Шупашкарти мусăк вĕрентĕшĕнче, 1964 çулта — Гнесинсем ячĕллĕ Раççей мусăк-педагогика институтĕнче (И. Ф. Пушечников профессор класĕ) пĕлӳ илнĕ.

1963-68 çулсенче Мускав филармонийĕн академи симфони оркестрĕн (ертӳçи — К. П. Кондрашина) солисчĕ.

1968-72 çулсенче — Тĕп телекуравпа радиокалаçăвăн симфони оркестрĕнн (ертӳçи — Г. Н. Рождественский) солисчĕ. Татах, Анатолий Любимов çĕршыври тĕнче шайĕнчи ăсталлă пĕрремĕш концертант-гобойçă пулса тăнă.

1970 çултанпа Гнесинсем ячĕллĕ мусăк академинче (1994 çултанпа - профессор) пĕлӳ парать[1], çав хушăрах Сеул университечĕн профессорĕ (2000—2004, Кăнтăр Корей), А. Г. Шнитке ячĕллĕ МПМИ инструментсен кафедра профессорĕ[2].

1972—2003 çулсенче — солист Патшалăх академи симфони оркестрĕн (ертӳçи — Е. Ф. Светланов) солисчĕ. Çав вăхăтрах, темиçе çул ĕнтĕ, «Раççей ылтăн квинтечĕ» йышĕнче ĕçленĕ[3].

Любимова валли çырса панă, вăлах шăрантарнă мусăка Чăваш Енĕн композиторĕсем — А. В. Асламас, М. А. Алексеев, Г. Я. Хирбю, А. Г. Васильев, В. А. Ходяшев, Ф. С. Васильев, çаплах А. Б. Луппов (Тутарстан), М. Н. Симанский (Сарăту), Ч. Нурымов (Туркменистан) — хайланă. А. Я. Эшпай концерчĕ, Ленин премине тивĕçнĕ те ăна Европăри çĕршывсенче выляса кăтарнтă.

8 соло дискне, çав шутран иккĕшне Японире кăларнă. Гастрольсене çӳресе, тĕнчери 40 çĕршыва çитнĕ. Шупашкарта темиçе хутчен те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Шупашкарта унăн ячĕпе конкурс ирттереççĕ.

Литература тӳрлет

  • Давыдов В. Анатолий Любимов // Портреты советских исполнителей на духовых инструментах. М., 1989.
  • Шаблон:Кĕнеке:Энциклопедический биографический словарь музыкантов-исполнителей на духовых инструментах
  • Вӑй хумасӑр пулмасть : [Анатолий Любимов музыкант ҫинчен] // Хыпар. – 2012. – 2 ҫӗртме. – С. 4.
  • Илюхин, Ю. «Гобой патши» / Ю. Илюхин // Тăван Атăл. – 2001. – № 4. – С. 59-60.
  • Кузьмин, А. Мĕскер калать пире гобой сасси... / А. Кузьмин // Ялав. – 2001. – № 3. – С. 41-42.
  • Смирнова, Н. Гобой турри / Н. Смирнова // Хыпар. – 2004. – 11 нарăс.
  • Смирнова, Н. Конкурс Гобой Турри ячӗпе / Н. Смирнова ; О. Мальцев сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. – 2006. – 27 ака. – С. 2.
  • Давыдов, В. Анатолий Любимов / В. Давыдов // Портреты советских исполнителей на духовых инструментах : [сб. ст.] / Л. Римский и др.]. - Москва, 1989. – С. 70-90 : фот.
  • Илюхин, Ю. А. Любимов Анатолий Сергеевич / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 475.
  • Илюхин, Ю. Первый гобой страны / Ю. Илюхин // Спорт. Чувашия. – 2001. – 29 марта.
  • Краснов, А. Знаменитое соло гобоя // Чăваш ен. – 1999. – 30 янв. – 6 февр. (№ 4). – С. 6.
  • Любимов, А. Анатолий Любимов: «Не могу привыкнуть к разлуке» / А. Любимов ; записал А. Кишкун // Чебоксар. новости. – 1994. – 17 дек.
  • Матвеева, Г. В унисон с корифеями / Г. Матвеева // Совет. Чувашия. – 2006. – 27 апр. – С. 2.
  • Президент встретился с Андреем Эшпаем и Анатолием Любимовым // Совет. Чувашия. – 2006. – 27 апр. – С. 2.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Любимов Анатолий Сергеевич. Российская академия музыки имени Гнесиных. Тĕрĕсленĕ 4 Раштав уйӑхӗн 2013.
  2. ^ Кафедра духовых и ударных инструментов. Московский государственный институт музыки имени А.Г. Шнитке. çăлкуçран архивланă 15 Раштав уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 4 Раштав уйӑхӗн 2013.
  3. ^ Квинтет духовых инструментов Государственного симфонического оркестра СССР. Кларнет и кларнетисты. Тĕрĕсленĕ 4 Раштав уйӑхӗн 2013.

Каçăсем тӳрлет