Лукашин Александр Иванович

Лукашин Александр Иванович, — сăвăç. 1925 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Пенза облаçĕнчи Кондоль салинче çуралнă.

1994 çултанпа РФ ÇП членĕ. 1995 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, 2003 çулта Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ячĕсене тивĕçнĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Тăван Çĕршыв вăрçин 1 степеньлĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шупашкарти автомобильсене юсакан заводра мастер, инженер-технолог пулса ĕçленĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Пурĕ 10 сăвă пуххи тухнă. Ун сăввисем çине сахал мар юрă хывнă.