Ла́з чĕлхикартвел çемйин чĕлхи, Хура тинĕсĕн кăнтăр-тухăç çыранĕнчи лазсем усă кураççĕ. Тĕп тĕрĕс йышĕ паллă мар.

Патшалăхсем: Турци, Грузи
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Картвел çемйи
Çырулăх: латиница, грузин алфавичĕ
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: lzz
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Кивĕ «унифицилемен» лаз алфавичĕ (1920-мĕш çулĕсен вĕçĕ)

Лаз чĕлхипе калаçакан йышне 50 000 пуçласа 500 000 çити Турцире тата 30 000 Грузи тесе хаклаççĕ.

Лаз чĕлхи картвел çемйине кĕрет. Çак çемйери çичĕ чĕлхерен лаз челхине чи çывăххи мегрел чĕлхи (сăмах пурлăхĕн 57% — пĕрлĕ). Лаз тата мегрел общинисем политика тата тĕн енĕпе 500 çула яхăн уйрăлса кайнă пулсан та чĕлхесем халĕ те пĕр-пĕрне ăнланмалла шутланаççĕ. Лаз-мегрел турачĕ грузин чĕлхинчен пирĕн эрăччен пĕрремĕш пинçуллăхра уйрăлнă. Хăшпĕр лингвистсем лаз тата мегрел чĕлхисене пĕр чĕлхен вырăнти варианчĕсем теççĕ.

Çырулăхĕ тӳрлет

 
"Мчита Мурутхи" хаçат, 1929 çулхи чӳк, 7 (унифицилемен алфавит)
 
"Родной язык". 1938 год (унифициленĕ алфавит)

1920-мĕш çулĕсен вĕçĕнче — 1930-мĕш çулсенче СССР территоринче латинла алфавитпа усă курнă. Çак алфавит икĕ вариантлă пулнă : кивĕ "унифицилемен" тата "унифициленĕ".

Çĕнĕ "унифициленĕ" лаз алфавичĕ (1930-мĕш çулсем):[1]

A a B b C c Ç ç D d E e F f G g
Ƣ ƣ H h I i J j K k L l M m N n
O o P p Q q R r S s Ş ş T t U u
V v X x Y y Z z Z̡ z̡ Ӡ ӡ
  1. ^ "Революция и письменность" журнал хыпарĕпе

Турцире латин никĕсĕллĕ лаз алфавичĕн темиçе варианчĕпе усă кураççĕ. Лаз-турккă 1999çулхи сăмахсарĕнче çакăн пек алфавит: Aa Bb Cc Çç Ç̆ç̆ Dd Ee Ff Gg Ğğ Hh Xx İi Jj Kk Ǩǩ Qq Ll Mm Nn Oo Pp P̆p̆ Rr Ss Şş Tt Ťt̆ Uu Vv Yy Zz Žž Зз З̆з̆. "Tuta Gazetesi" лаз хаçатĕнче йĕрке çийĕнчи паллăсем вырăнне апострофсене уса кĕртнĕ.

Грузире лаз чĕлхинче грузин алфавичĕпе усă кураççĕ.

  • [1]
  • [2] Tuta Gazetesi, кăрлач, 2008.

Каçăсем тӳрлет

 
Wikimedia Incubator


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.