Кьянти (эрехтăвакан тăрăх)

Кьянти (итал. Chianti DOCG) - Тоскана облаçĕнче (Итали) вырнаçнă эрехтăвакан паллă тăрăх.

Кун-çулĕ тӳрлет

1716 çулта Козимо III херцăк пĕрремĕш хут Кьянти эрехне епле тумалли саккуна çырнă. 1968 çулта Кьянти DOC категорие, 1994 çулта - DOCG категорие панă.

Лаптăкĕ тӳрлет

Иçĕм сорчĕсем тӳрлет

Кьянти эрехне тума хĕрлĕ (Санджовезе - 70 %, Маммоло е Канайоло-15 %) тата шурă (Треббьяно-5 %, Мальвази-5 %) иçĕм сорчĕсемпе усă кураççĕ. 2006 çултанпа шурă иçĕм сорчĕсемпе усă курма юрамасть. Вĕсен вырăнне Каберне совиньона усă курма ирĕк панă.

Кьянти лаптăкĕсем тӳрлет

 
Кьянти лаптăкĕсем

Кьянти тăрăхĕ саккăр эрехтăвакан лаптăка пайланă:

  • Кьянти Классико (Chianti Classoco) - 1996 çулта чикĕсем хунă, DOCG категорие панă;
  • Кьянти Руфина (Chianti Rufina);
  • Кьянти Колли Фьорентини (Chianti Colli Fiorentini);
  • Кьянти Колли Аретини (Chianti Colli Aretini);
  • Кьянти Колли Сенези (Chianti Colli Senesi);
  • Кьянти Коллине Пизане (Chianti Colline Pisane);
  • Кьянти Монтальбано (Chianti Montalbano);
  • Кьянти Монтеспетроли (Chianti Montespetroli).

Эрех тăвакан паллă хуçалăхсем тӳрлет

Antinori, Frescobaldi, Felsina.