Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кустăрма (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Кустăрма — çаврака, ирĕклĕ е тĕнĕл çинче çаврăнакан çавракăш. Ăна тĕрлĕ тиевсене куçарма анлă усă кураççĕ.

Хальхи машинăн кустăрми.

Кустăрмана тĕрлĕ механизăмсемпе ĕç хатĕрĕсенче усă кураççĕ.

Кунçул тӳрлет

 
Ĕлĕкхи лаша урапин кустăрми

Çутçанталăкра кустăрма принципне хăшпĕр пăявлă эукаритосем кăна усă кураççĕ. Вĕсен актинпа флагеллин çипписем капашланса тĕп пăявне чĕтретеççĕ.

Кустăрмана чи малтанах Мессопотамире п. эрч. 4 пин çул каярах асăнаççĕ. Кустăрмаран маларах тиев айне хуракан çаврашкасем пулнă. Чи малатан кустăрмана тĕнĕл çинче савăлпа çирĕплетнĕ йывăç çаврашкирен тунă. Каярах (п.эрч. 2 пин çул) кустăрмасене авнă тукунпа урапа шăлĕсенчен тума тытăннă. Каярах кельтсем урапана çирĕплетме тукунне металлран тума тытăннă. Хальхи вăхăтра автомобиль кустăрми çине резин шинăсем тăхăнтараççĕ. [1]. Улатимĕр облаçĕнчи Сунгирьте археологсем кустăрма модельне тупнă ((25 пин çул каярах) [2].

Асăрхавсем тӳрлет

Çав. пекех тӳрлет