Кул Али, — авалхи пăлхар сăвăçи, чăваш халăхĕн ĕмĕрсенче сӳнейми çăлтăрĕ. Вăл 1172 çулта авалхи пăлхар патшалăхĕн тухăç енче, Тăмтӳпе тăрăхĕнче (хальхи Шуçăмпа Зай юханшывсем хушшĕнчи çĕрсем) çуралнă. 1236 çулта Пӳлĕр хулине Батый эшкерĕнчен хӳтĕленĕ чухне пуçне хунă.

Пурнăçĕ тӳрлет

1174 çулта, Кул Али икĕ çул тултарсассăн, унăн ашшĕпе амăшĕ Пӳлер хулине куçса каяççĕ. Ун чухне Пӳлер чи чаплă та тем тĕрлĕ çирĕп хӳтлĕхсемпе карманланнă хуласенчен пĕри шутланнă, унта 150 пин çын ытла пурăннă. Хулана сутă-илӳ тума Ӗнчĕ çĕрĕнчен те, Китайран та, Киев хулинчен те купсасем питĕ йышлă килсе çӳренĕ. Пӳлерте чаплă пӳлевсем, ăсчахсем, сăвăçсем, паттăрсем пурăннă. Кул Али ашшĕ — Мирхатша, вĕреннĕ çын, сейĕт пулнă, пӳлерсем ăна сасси янăравлă пулнăран Наккар (йĕсрен тунă кĕске нăхра) тенĕ. Вăл ислам тĕнĕпе пурăннă. Амăшне Пӳсни тесе чĕннĕ, вăл нумаях пурăнайман, Тăмтӳперен хулана куçса килнĕ чухне шăнса пăсăлнă та çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Кул Али вуннă тултарнă çулхине Пӳлер çыннисем Челпир патшана хирĕç пăлхав çĕкленĕ. Вĕсене ертсе пыраканĕсенчен пĕри ашшĕн пĕртăван тетĕшĕ Мамил паттăр пулнă. Малтан Мирхатша ĕнтĕ çак вăрçăна хутшăнман, каярахпа çеç вăл халăх чăнлăхшăн, телейшĕн кĕрешĕве тухнине ăнланать те Мамилпа пĕрле пăлхав ертӳçисенчен пĕри пулса тăрать. Пӳлер патши çак пăлхава вырăссен тата юнашар ытти йăхсен пулăшăвĕпе путарса лартать, Кул Али ашшĕне вара сăнчăрласа Аслă Пăлхар хулине илсе каяççĕ, унтах вăл тепĕртакран çĕре кĕрет. Тăлăха юлнă Кул Али вырăнти шкултан вĕренсе тухать, ачасене вĕрентме тытăнать. Анчах та пулас сăвăç чăнлăхпа тĕрĕслĕх тĕнчине кĕрешӳре çеç çĕнтерсе илмеллине ăнланса илет, вара, ашшĕ пекех, пăлхава хутшăнать, ăна сăнчăрласа лартаççĕ. Çак вăхăтра ĕнтĕ вăл «Йусеф кăссайĕ» поэма çырма тытăнать. Кул Али, ислам тĕнне тухнă пулсан та авалхи чăваш тĕррисене юратнă, вĕсене хăй тумĕнче тăмха пек упранă. Кул Али савнийĕ — кăпчăк патшин Кончакăн хĕрĕ Сауен-пике — пулнă. Кул Али çуралнă вăхăтра пăлхарсене исламлатма тытăннăранпа 250 çул çитнĕ пулнă. Хуласенче пурăнакансем ислам тĕнне хăвăртрах йышăннă. Авалхи чăваш хулисемпе ялĕсенче ун чухне арап çырулăхĕпе усă курнă. Ислам тĕнне йышăнман пăлхарсем (чăвашсем) Кул Алие питĕ юратнă. 1203 çулта вĕсем ăна çăлас тесе вăрçа тухаççĕ, сăнчăртан хăтараççĕ, анчах та патша хуралçисем сăвăçа каллех ярса илсе Элшел хулине куçараççĕ. Кул Али хăй пурнăçĕнче тем тĕрлĕ терт тӳссен те тăван халăхне пулăшас тĕллеве нихăçан манмасть. Артак саманара унăн сăввисемпе юррисем пăлхарсен чунĕсемшĕн элем пек пулнă. Тухăçран хаяр хăрушу килсен Кул Али пĕтĕм пăлхар йăхĕсене тутар-монголсене хирĕç çĕклет. 1236 çулта Батый эшкерĕсем Пӳлер хулине хупăрласа илеççĕ. Хулана хӳтĕлекенсене Ылттăнпик патша ертсе пырать. Унпа юнашар — Кул Али. Хĕрĕх пилĕк кун хушши ăнăçлăн çапăçаççĕ пăлхарсем тутар-монголсене хирĕç, анчах та чӳк уйăхĕнче тăшмансем Пӳлер хулине çĕмĕрсе кĕреççĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Пирĕн чаплă сăвăçăн «Йусефпа Сулейка» («Уçăппа Сăхви») поэми упранса юлнă. Пăлхар (хальхи чăваш) чĕлхипе çырнă пĕрмĕш романтикăллă литература ĕçĕсем вĕсем. Унăн хайлавне вырăсла Р. Моран тата С. Иванов куçарнă.

Кул Али, хăш-пĕрисем каланă тăрах, Пӳлер хулишĕн пынă çапăçура пуçне хуман, вăл çăлăнса юлнă, "Хун китапĕ" (Хун кĕнеки) кĕнеке çырма пуçлать. Унта вăл чăвашсен авалхи ашшĕсем нихăçан та ирсĕр тăшмансен пусмăрне чăтса пурăнманнине çырса кăтартать. Анчах та çак чаплă тĕпчев çухалнă, унăн пуххинчи хăш-пĕр сăвăсем çеç паянкуна упранса юлнă.

Кул Алине халалласа çырнă сăвă тӳрлет

Кул Али, Кул Али, Кул Али…
Сакăр ĕмĕр яту сан вилмен.
Сакăр ĕмĕр хушши сан валли
Тăван халăх картман çут кермен.
Чăн тӳпе. Çичĕ çăлтăр унта.
Чи çутти, ялкăшни — Кул Али.
Сакăр ĕмĕр упраннă ята
Хăварасчĕ килес лам валли.
Тӳпери çутă çалтăр сӳнмест,
Ун çути хĕвелте, уйăхра…
Чăн поэт нихăçан та вилмест.
Ун юрри упранать Турăра.


Юхма Мишши, 1972 çул.

Кул Гали: чăнлăхпа халаплăх ыйтăвĕсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет