Крешшĕнсен калаçăвĕсем

(Кряшен чĕлхи ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Крешшĕн пăхăр.

Крешшĕн чĕлхи (кр. кряшен, станд. тутар. керәшен, Ашмарин словарĕнче[1] крешĕн е кĕрешĕн) — тутар крешшĕнĕсен калаçăвĕсен йышĕ.

Крешшĕн калаçăвĕсем
Тăван ячĕ: тутар, кряшен
Патшалăхсем: Раççей
Регионсем: Тутарстан, Самар облаçĕ, Челепи облаçĕ
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай çемьи
Тĕрĕк турачĕ
Кăпчак ушкăнĕ
Половец-кăпчак чĕлхисем
Мишер диалекчĕ
Атăлçи-кăпчак чĕлхисем
Хусан (вăта) диалекчĕ
Çырулăх: кириллица (тутар çырулăхĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3:
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Пĕрлехи хыпарсем тӳрлет

Мĕнпур крешшĕнсен хăйне уйрăм чĕлхе çук. Вĕсен калаçăвĕсем вара мишер е хусан диалекчĕ шутне кĕреççĕ.

Ак çакăн пек калаçусене уйăрма пулать:

  • Анат Чулман Атăл кряшенĕсен калаçăвĕ;
  • Хусан лешьен крешшĕнĕсен калаçăвĕ;
  • Чистай крешшĕнĕсен калаçăвĕ;
  • молькей крешшĕнĕсен калаçăвĕ;
  • нагайбак калаçăвĕ.

Çырулăх тӳрлет

Крещшĕн алфавичĕ Н. И. Ильминский миссионер тата чĕлхеçĕ алфавитĕнчен тымар илет. Алфавита вырăс сасă паллăхне тутар фонетикине кирлĕ саспаллисем хушса йĕркеленĕ. Ильминский ĕçĕ-хĕлĕ Атăлçи халăхĕсемпе çыхăннă май крешшенпе мари алфавичĕ çывăх.

 
Асамлакан Микулай крешшĕн чĕлхи
А а Ӓ ӓ Б б (В в) Г г Д д Е е Ё ё Ж ж З з
И и Й й К к Л л М м Н н Ҥ ҥ О о Ӧ ӧ П п
Р р С с Т т У у Ӱ ӱ (Ф ф) (Х х) (Ц ц) Ч ч Ш ш
(Щ щ) (Ъ ъ) Ы ы (Ь ь) Э э Ю ю Я я

Хальхи вăхăтра ку алфавитпа тата çырулăхпа никамах та усă курмасть. Мĕншĕн тесен мĕнпур тутарсен, вăл шутра крешшĕнсен те, пĕрлĕхлĕ тата пайланми пĕтĕмĕшле çырулăх пур.

Çавăн пекех тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Тезаурус Лингве Чувашорум.

Каçăсем тӳрлет