Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Краковяк (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Краковяк (пол. Krakowiak) — поляксен хăвăрт ташши, 2/4; икĕ сыпăклă, кĕвви, тактра тăтăшах саккăрмĕшĕнче акцент пур, вăл виççĕмĕшпе пĕр пекрех. Ритмĕ çивĕч, тăтăш синкоплă. Хавассăн, мăнаçлăн, темпераментлă ташлаççĕ.

Краковяк

Кун-çулĕ тӳрлет

Краков воеводлăхĕнче пурăнакансен (краковяксен) хушшинче çуралнă. XIV ĕмĕрте шляхта хутлăхĕнче саралать. Малтанлăха краковяка арçынсем кăна ташланă, каярахпа — арçынпа хĕрарăм. XIX ĕмĕрте ăна балра кăмăлласа ташланă.

Краковяка капăрлатса, балет мусăкне кĕртнĕ, сăмахран М. И. Глинкăн «Пурнăçа патшашăн» оперинче, Б. В. Асафьевăн «Бахчисарай фонтанĕ» тата урăх ĕçсенче курма пулать. Мусăк формине Ф. Шопен фортепианопа оркестр валли хайланă «Рондо а ля краковяк» кĕвĕре усă курнă.

Каçăсем тӳрлет