Компьютер программипе куçарни

Компьютер программипе тăлмачлани (КПТ, акăл. computer-aided translation) — компьютер программисемпе текста тăлмачлани. Тăлмач-программа тăлмачланинчен уйрăлса тăрать: çын хăй тăлмачлать, компьютер программи ăна çак процессра пулăшса кăна пырать.

Паянхи куна тăлмачланă чух нумайрах электрон сăмахсарĕсемпе тата тăлмачлани астăвăмне ертсе пыракан программăсемпе усă кураççĕ.

Пĕтĕмĕшле тишкерни тӳрлет

Компьютер программипе тăлмачлани шутне кĕреççĕ:

  • Сăмахсен тĕрĕс çырнине тĕрĕслекен программăсем;
  • Грамматика тĕрĕслекен программăсем;
  • Терминологипе ĕçлекен программăсем. Вĕсем тăлмачсене терминологи пухмачне ертсе пыма пулăшаççĕ  ;
  • Пĕр чĕлхеллĕ е темиçе чĕлхеллĕ электрон сăмахсарĕсем;
  • Терминологи пухмачĕсем, тĕслĕхрен The Open Terminology Forum е TERMIUM;
  • Шырав программисем. Вĕсем тăлмача малтан тĕлмачланă текстсенче кирлине тупма пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен: Naturel, ISYS Search Software, dtSearch;
  • Танлаштару (конкорданс) программисем, тĕслĕхрен битекст е тăлмачлани астăвăмĕ;
  • Битекст. Çакăнта кăк тексчĕ тата тăлмачланă текст кĕрет. Ăна шырав е танлаштару (конкорданс) программăсемпе тишкерме пулать;
  • Тăлмачлани проекта ертсе пыма пулăшакан компьютер программисем;
  • Тăлмачлани астăвăмне ертсе пыракан программăсем;
  • Тăлмачланă текстне тӳрлетме ирĕк паракан тăлмач-программăсем.

Асăрхавсем тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Кĕперсем тӳрлет