Колчак (поэма)

"Колчак"Илле Тăхти 1919-мĕш çулта чăвашла çырнă сатирăлла поэма-памфлет.

Колчак
Жанр: поэма
Автор: Илле Тăхти
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 1919
Пичетленĕ: 1919
Уйрăм кăларăм: 1919, 1935
Куçару: урăх чĕлхесене куçарни е куçарманни паллă мар

Пичелесе кăларни тӳрлет

Малтанхи хут 1919-мĕш çулта тÿрех кĕнекен пичетлесе кăларнă. Тепĕр кăларăм — 1935-мĕш çулта.

Хайлава пĕтĕмĕшле ăнлантарни тӳрлет

Жанр тата шăнăр тӳрлет

Асăннă поэма — политикăлла памфлет. Эппин ăна шăпах çак шайран пăхса хаклас пулать. Поэт хăй хайлава поэма мар, политикăлла памфлет тенĕ имĕш[1]. Анчах та кунта хирĕçÿлĕх çук. Мĕншĕн тесен поэма тата памфлет — тĕрлĕ лаптăкри тата тĕрлĕ шайри ăнлавсем.

Сюжет тата фабула тӳрлет

Асăннă поэма — эпикăлла хайлав. Ĕç-пуçа автор хăй пуçĕнчен шутласа кăларнă. Вăл палăртнă йĕрпе йĕрленсе пырать.

Поэма сăввин уйрăмлăхĕсем тӳрлет

Текст уйрăм блоксенчен тăрать. Вĕсене, хăнахнă майпа, юхăм çавра е тирада теме пулать. Састашсем çук. Эппин ку шурă сăвă. Виçине изосиллабизмла дольник теме пулать. Тепĕр енчен, 1919-мĕш çултах, Çеçпĕл Мишши çĕн ăслайсем йĕркеличчен, çырнине кура, силлабика сулăмĕллĕ темешкĕн те май пур.

Совет саманинче хайлава пропаганда тĕллевĕсемпе усă курни тӳрлет

Паллах, поэмăна çырасса та пропаганда валли çырнă. Çав тери пысăк тиражпа (15 000 экземпляр) тухнă[2]. Хĕвелтухăç фронтĕнчи хĕрлĕ салтаксем хушшинче салатнă вĕсене. Каярахпа та унпа çав майпах усă курнă. Апла пулин те çакă поэмăн пĕлтерĕшне тата пахалăхĕсене йÿнетсе яма пултараймасть.

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ В.Г.Родионов. Илле Тăхти прози. — Хыпар, август, 26, 2014.
  2. ^ Илле Тăхти. Поэзи. Проза. Публицистика. Шупашкар, 1979. — 366 С.