Кимак хаканлăхĕ

Кимак хаканлăхĕ (VIII ĕмĕрĕн варри–Х ĕмĕр) авалхи тĕрĕк йăхĕсем Тухăç Тĕрĕк хаканлăхĕ аркансан анăçалла куçса кайса йĕркеленĕ патшалăхĕ. Çĕнĕ патшалăх Иртыш тăрăх тата анăçра Урал тăмĕсем таран çĕрсене йышăннă.

Кимак хаканлăхĕ.

Тĕп хули — Иртыш çинчи Имаки.

Кун-çулĕ тӳрлет

Çĕршывра пурăнакан чылай халăхĕ кимаксем пулнă, вĕсем хаканлăхăн тухăç çĕрĕсене йышăннă; Урал çумĕнче кимаксен анăç турат халăхĕ — капчаксем — пурăннă. Çаплах патшалăхра эймурсем, тутарсем, байандурсем, ланикассем, аджлаусем тата урăххисем пурăннă. Кимак хаканлăхĕ шутне Тоболпа Иртыш патĕнчен пуçласа Каçпипе Саянсене çитиччен, тайгаран казах çеçенхирĕсене çити саралса выртнă. Хаканлăхăн çурçĕр чикки çĕпĕр тайги, тухăç чикки Алтай тĕлне пынă, кăнтăрта çĕрсем чĕрчунсăр çеçенхир ярăмĕнче вĕçленнĕ. VIII ĕмĕр варри тĕлнелле Кимак хаканлăхĕ карлуксемпе, Тогуз-огузсемпе кăнтăрта, енисей кăркăсĕсемпе тухăçра кӳршĕллĕ пурăннă. Уйгур хаканлăхĕ 840 ç. арканать, çавăнтан тухнă тĕрĕк йăхĕсем кимаксем çумне хушăнаççĕ.

Х ĕмĕрте огузсем кимаксемпе тăмар çыхăннă пулнă. Ибн-Хаукалĕн (Х ĕмĕр) ĕçĕнче карттă пур, унта Арал тинĕсĕнчен çурçĕрелле кăпчак-кимак тата огуз пĕрлĕ кĕтӳ çаранĕсене кăтартнă , çакна Ал-Масуди те çирĕплетет,çаплах вăл кăпчаксемпе огузсем Эмба тăрăхĕнче пĕрле вăрçма вĕренни пирки те çырать. Малти Азире кăпчаксен çершывне Дешт-и-Кипчак теççĕ. Аль-Бируни хăйĕн çырăвĕсенче огузсемпе кимаксем кимаксен çĕрĕсенче выльăх пĕр çĕрте ĕрчетнине палăртать. Вĕсен анăçри кӳршисем Х ĕмĕрте пушкăртсем пулнă. Кăнтăр Уралта IX ĕмĕрX ĕмĕрти чул çын кĕлеткисем нумай тупни тĕрĕк халăхĕ кунта пурăннине кăтартать.

Халăх пĕрлĕх йĕрки тӳрлет

Хаканлăх 11 провинцирен пухăнса тăнă, кашнине ертсе пыраканĕ пулнă. Хаканăн тата унăн пăхăнăвĕнчи ертӳçисен влаçĕ кăнар тесĕллĕ шутланнă. Çĕре усă курма валеçсе панă. Çак ирĕке хакан тивĕçтернĕ, çĕр харпăрçисем уншăн хакан хушнипе çара çын уйăрса панă, хакан çаплах ясак пуçтарас ĕçе, йĕркелĕхе тытса пырассине пăхса тăнă. Хакан кил йăвипе Имаки хулинче тĕпĕленнĕ.

Кимак хаканлăхĕ мал феодал пĕрлĕхĕ йĕркипе тытăнса тăнă. Хуçалăхăн никĕс тĕсĕ куçса çӳресе выльăх ĕрчетни пулнă, çаплах аталанман çĕр ĕçĕпе – тулă, урпа, рис та, иçмасса акса вырнă — тăрмашнă. Ал ăсталăхĕ те аталаннă: металлурги, сăран-тир ĕçĕ, ювелир ăсталăхĕ тата ур. Текĕрчĕне чул кĕлетке лартассине, рунăпа çырассине тĕрĕк хаканлăхĕнчен илсе юлнă.

Археологи ĕçĕсем тӳрлет

 
Кăпчаксен çеçенхир ӳнерлĕхĕ, курав, Днепропетровск.

Кăнтăр Çĕпĕрпе Казахстанра темиçе вун хула ишĕлчĕкĕсене тупнă. Вилесене кургана хурса е çунтарса (кремации туса) . Хăйсен çывăх несĕлĕсенчен — тĕрĕксенчен — кимаксем вилнĕ хуçипе пĕрле утне те пытарас, чул статуйисене касассине, Танкăра пуççапасине те этеп йăлисене кăнарланă.

Тĕн йăлисем тӳрлет

Халăх авалхи тĕн йăлипе пурăннă, Танкăра (тӳпене) пуç çапнă, Хĕвеле, çăлтăрсене сума сунă, астрологи йĕркине тытса пынă. Кимак пĕрлĕхĕн пĕр пайĕ манихейлĕхе (III ĕмĕриенпе Иранра, Вăтам Азире, Индире саралнă тĕн вĕрентĕвĕ) кĕрет, хăшĕ Будда тĕнĕ сĕмне ӳкнĕ, каярах кунта, VIII ĕмĕрте, – ислам та тымар ярать.

Паллă ханĕсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

  • Кимак хаканлăхĕ - Хаканлăхсем
  • Кудряшов К. В. Половецкая степь. — М., 1948.
  • Кумеков Б.Е. Государство кимаков IX-X вв. по арабским источникам. Алма-Ата, 1972;
  • Кызласов Л.Р. Торговые пути и связи древнехакасского государства с Западной Сибирью и Восточной Европой //Западная Сибирь в эпоху средневековья. Томск, 1984.


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.