Кашкăр, сăрă кашкăр, ахаль кашкăр (лат. Canis lupus) — вăрăм кĕлеткеллĕ, вăйлă та çивĕч чĕрчун. Вăл тăнă чухне хӳрине аялалла усать, чупнă чухне çӳлелле çĕклет, хăранă вăхăтра, йытă пек, ури хушшине хĕстерет, савăнсан - пăлтăртаттарать. Кашкăр вăрман чĕрчунĕ, анчах сĕм вăрмансене кăмăлламасть. Йăвине ялсем çывăхнерех тума тăрăшать. Вăл пысăк чĕрчунсемпе килти выльăха тапăнма юратать. Мулкачсене, сăвăрсене, пăсарасене, шăшисене, чĕрĕпсене тытса çиет. Апат çимесĕр кашкăрсем темиçе кун та пурăнма пултараççĕ. Кашкăр çемьеллĕ чĕрчун шутланать. Аçипе ами пĕр пĕрлешсен виличченех пĕрле пурăнаççĕ. Пуслăхра 5-7 çура пулать. Вĕсем чăтлăх çырмари шăтăкран 3 эрне иртсен тухма тытăнаççĕ. 3-4 уйăх тултариччен çуррисене апат ашшĕ-амăшĕ тупса парать. Кайран ашшĕпе амăшĕ чĕрĕ апат тытма вĕрентеççĕ. Хĕл каçах пĕрле сунара çӳреççĕ. Сунарта кашнин хăйĕн палăртнă ĕç пур. Кашкăрсен этемсĕр пуçне урăх тăшмансем çук. Апла пулин те вĕсене сăвăссем, пăрçасем самаях аптратаççĕ. Кашкăрсен хисепне сунарçăсем ытлашши ӳсме памаççĕ, çавăнпа та вĕсен йышĕ республикăра 50-60 пуçран иртмест.

Кашкăр

Вуламалли тӳрлет

 
Викивулавăш логотĕсĕ
Викивулавăшра çак  темăпа
текстсем пурКашкăр

Каçăсем тӳрлет