КасаксемXV ĕмĕрте литва-крым чикĕ çĕрĕсенче (Днепр тăрăхĕ) йĕркеленнĕ кăнтăр вырăс тата украин субэтносĕсем.

Касаклăхăн кун-çулĕ тӳрлет

Историре палăртни тӳрлет

 
«Запорож касакĕсем турккă султанĕ патне çыру çыраççĕ» И. Репин, 1880

Касаксен çарĕсене йĕркелени тӳрлет

Çĕнĕ çĕрсене йышăнни тӳрлет

Касак çарĕсемпе пĕрлĕхĕсем тӳрлет

Касак çарĕсем XX ĕмĕр пуçне тӳрлет

1916 çулта пур касак шучĕ 4,4 млн. çын пулнă.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçламăш тĕлне вунпĕр касак çарĕ пулнă.

Раççей Империйĕ аркансан, граждан вăрçи тапхăрĕнче касаксем темиçе патшалах йĕркеленĕ:

Ӳкерчĕк:Владимиров. Уральские казаки в походе.jpg
Владимиров. Яик касакĕсем харçăра.
Ӳкерчĕк:Посидим у моря, подождем погоды. 1904.jpg
Вырăс-япун вăрçи пуçламăшĕнчи вырăс плакачĕ: Маньчжурипе Порт-Артура хӳтĕлекен касак, 1904 çул.

çаплах

Ӳкерчĕк:Belie Kazaki.JPG
Касаксем – шурă хӳтĕлевçĕсем (гвардейсем)

Раççей касакĕсен пĕрлĕхĕ тӳрлет

Раççей касакĕсен Пĕрлĕхне 1990 çулхи çĕртме, 28—30 Мускаври Мăн касак çавракăшне йĕркеленĕ. Унтах Устава, Атамансен канашне тата Атаман ертӳлĕхне ĕçлĕхе кĕртнĕ. Пĕрремĕш Атаман пулма Александр Мартынова суйланă. Ертӳлĕхе Атамансăр пуçне атаманăн 2 çумĕ, кошевой атаман тата 8 çар старшинисем кĕреççĕ.

1990 çулхи юпа, 29 — раштав, 1 Краснодар хулинче иртнĕ атамансен Мăн канашĕнче «Раççей касаклăхĕн Декларацине» йышăннă, ялав, паллăсене тата харçă атаманĕн статутне йышăннă.

1990 çулхи юпа, 7—10 Ставрополь хулинче касаксен Пĕрлĕхĕн II Мăн çавракăшĕ (съезд) ĕçлет. Мăн çавракăш Раççее Çурçĕр Казахстана, Кăнтăр Осетине тата ытти «авалхи вырăс» территорисене тавăрас шухăша янравланă, Раççей шутĕнче касак республикисене йĕркелес ĕмĕте çирĕплетнĕ.

Касак çарĕсен тумтир уйрăмлăхĕсем тӳрлет

  1. амур касакĕсем - тĕксĕм-симĕс мундирсем, сарă лампассем
  2. аçтăрхан касакĕсем - кăвак мундирсем, сарă лампассем
  3. тан касакĕсем - кăвак мундирсем, хĕрлĕ лампассем
  4. байкал касакĕсем – тĕксĕм-симĕс мундирсем, сарă лампассем
  5. ăренпур касакĕсем - тĕксĕм-симĕс мундирсем, синкер лампассем
  6. урал касакĕсем - кăвак мундирсем, шупка хĕрлĕ лампассем

Хальхи Касак çарĕсем тӳрлет

Хăйсене касак тесе Раççейре тата çывăх çĕрсенче 7 млн. çын йышăнать.

1980 - мĕш —1990 - мĕш çулсенче çĕнетсе икĕ вунлăха яхăн касак çарĕ йĕркелесе хунă. Вĕсем Раççей касакĕсен Пĕрлĕхĕ (Тан касак çарĕсĕр пуçне) шутне кĕреççĕ.

Касак пăлхавĕсем тӳрлет

Касаксем сахал мар çӳлти тĕп тытăма хирĕç тухса кĕрешнĕ (вырăс Пăтранчăкĕнче, Разинпа Пугачёв пăлхавĕсенче), XIX ĕмĕрте вара Октябрь революцийĕчченех вĕсем Раççей патшалăхлăхĕпе патша тытăмлăхĕн хӳтĕлевçисем шутланнă.

Касак республикисем тӳрлет

1991 çулхи кĕркунне СССР арканнă тапхăрта суверенитет парачĕсем анлă иртнĕ СССР чух касаксем те темиçе республика йĕркелеме пикеннĕ:

1991 çулхи юпа, 20 Раççей Кăнтăрĕн касаклăхĕн Пĕрлĕхĕ чĕннипе Çĕнĕ Черкас хулинче ирттернĕ Мăн çавракăш канашĕнче çак пур республикăна Раççей Кăнтăрĕн Касак Республикисен Пĕрлĕхне пухса, пулас Çĕнĕ Пĕрлĕхлĕ Патшалăхра (ÇПП) пĕрлĕх республики статусне йышăнса, тĕп хулине Çĕнĕ Черкаса тăвас тĕллев палăртса хунă.

Пĕрлĕхĕн тытăмĕн ĕçтăваканĕсене йĕркеленĕ, Мускавра Элчĕ станицине никĕсленĕ, РККРП элчине ĕç вырăнне панă. Анчах та Совет Союзĕ пĕтсе ларать те Раççей Федерацинче касак республикисене йĕркелесе хута ярайман.

Терминологи тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

[1], [2] 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ., [3](ĕçлемен каçă)