Карнео́л, (выр. сердоли́к) — минерал, халцедонăн шупка-хĕрлĕрех, сарă-хĕрлĕ тĕрлĕ тĕслĕхĕ.

Карнеол
Якатнă карнеол
Формула SiO2
Сингони Тригональлĕ
Тĕс Шупка хĕрлĕ, хăмăр-хĕрлĕ
Йĕр тĕсĕ Шурă
Ялтăру Ăвăс
Янкăрлăх Çинçе каснă çĕрте витĕр курăнать
Хытăлăх 6,5 - 7
Çыпăçтарулăх Çук
Катăлни тӳрĕ мар, сайра - хупă евĕр
Тачăлăх 2,58 - 2,64 г/см³
Çутă пăрăнни 1,530 - 1,539

Минерал хăйĕн ятне чул сăрринчен илнĕ: (лат. cornus — кизил çырли).

Характеристика тӳрлет

Çинçе касăлчăкĕнче витĕр курăнать.

Минералăн физика-хими пахалăхĕсем халцедонăн пекех.

Çутçанталăкри вырăнĕ тӳрлет

Ĕнчĕ (Гуджарат штачĕ), АПШ (Монтана штачĕ)[1], Карадаг массивĕ (Крым).

Ĕнчĕре чулăн чи хитре сорчĕсене ăсталаççĕ — хĕвел çуттинче нумай вăхăт иртсен хăмăртарах тĕсĕ хĕрлĕ-сăрă тĕсе куçать.

 
Карнеолтан тунă гемма

Усă курни тӳрлет

Карнеол Авалхи Икĕпатра Изида турăна халалланă чул шутланнă, пуян икĕпатсем çак чулран турă символне (виç çулçăллă клевер) ăсталанă тӳмесене тум-тир çине лартнă . Карнеол юн юхнине чаракан тата тарăхăва ирттерекен амулет пулнă.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Б. И. Серебродольский. Научно-технический прогресс и минералы. — Киев: Наукова думка, 1990.

Вуламалли тӳрлет

  • Шуман В. Мир камня. Драгоценные и поделочные камни. — М.: Мир, 1986. С.120.

Каçăсем тӳрлет