Калининград облаçĕнчи чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕ

Калининград облаçĕнчи чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕ 2003 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче никĕсленĕ. Кантурĕ Гвардейск хулинче вырнаçнă. Йĕртсе пыраканĕ пĕрлешĕвĕн канашĕ. Канаш пуçлăхĕ Миронов Виктор Анатольевич. Членĕсен шучĕ 100 яхăн.

Калининград облаçĕнчи чăвашсем тӳрлет

Калининград облаçне 1945 çулта туса хунă. Ун умĕн Хĕвĕлтухăç Прусси пулнă. Унта пурăннă нимĕçсене анăçалла ăсатнă. Çĕр çынсăррипе, мĕн пур ишĕлчĕкре пулнипе, Сталин халăха чĕннĕ çĕнĕ çĕрне. Чăваш Енре те çак пĕлтерӳсем пулнă. Нумай чăваш пурлăха-çуклăха пуçтарса «Кёнигсберг облаçне» куçса кайнă. Паллах хăшпĕрисем вăçă хыççăн унта юлнă салтаксем пулнă. Чăвашсен нумайăшĕ Полесск районне килнĕ. (Новая Деревня), Краснознаменск районне (Канаш). Çапах чăвашсем облаçĕпе тĕл пулаççĕ.

Паянхи кун тӳрлет

Паянхи кун чăвашсен официаллă шучĕ 2027. Çапах та ку цифра чи пĕчĕк. Сăлтавĕсем вырăсланса кайни. Калининград облаçĕнче чăваш ансамблĕ пур. Вăл 5 хĕрарăмран тăрать. Вĕсем Февральское ялĕнче пурăнаççĕ, фестивальсенче, концетсенче юрлаççĕ те ташлаççĕ. Хăш пĕр чăвашсем тăтăшах Чăваш Ене кайса килеççĕ, хурăнташсемпе тĕл пулаççĕ, чăваш кĕнекисене, кассеттисене туянаççĕ.

Анчах та нумайăшĕ Калининград облаçĕнче пурăнса, чăвашла калаçма пăрахаççĕ. Нумайăшĕн Чăваш Ен, чăвашлăх питĕ инçе туйăнать. Кирлĕмарлăх туйăмĕсене ачисене те вĕрентеççĕ. Чылайăшĕ чăвашла музыки, фильмĕсем пурри çинчен нихăçан та пĕлмен, пĕлсен хытă тĕлĕнсе каяççĕ.

Вулавăшсем тӳрлет

Чăвашсем килнĕ хыççăн, чăваш кĕнекиллĕ вулăвăшсем пулнă. Кайран кирлĕ мар тесе хупнă. 2006 çулта чăваш пĕрлешĕвĕ Калининград облаçĕн наука библиотекинче чăваш кĕтесне уçнă. Анчах та вăл инçе вырнăçнипе, сахаллипе çителĕклĕ мар.

Чăваш шкулĕ тӳрлет

Совет вăхăтĕнче чăваш шкулĕ пирки пĕрре те шухăшламан. Чăвашсем аса илнĕ тăрăх, шăп-чăваш ялĕнче, учительсем "Скоро в Советском Союзе все будут говорить только на одном языке, на русском" калакаланă. Чăваш чĕлхине шута илмен. Чăваш чĕлхине вĕрентмен. Çакăнпа Калининград çуралнă ӳснĕскерсем чăвашла калаçма пĕлсессĕн те çырма пултараймаççĕ. Вулама та йывăр. Çакăнпа 60-70 çулсенче питĕ юратнă Капкăна тата ытти чăваш хаçат-журналне çырăнма пăрахнă.

Хальхи вăхăтра чăваш вĕренмелли курса уçас шухăшĕпе ĕçлет пĕрлешĕвĕ. Ӗмĕчĕ - чăваш шкулне уçасси. Анчах уншăн чăваш автономийĕ туса хурас пулать.

Йывăрлăхĕсем тӳрлет

Чăвашсем ялта хулара та пурăнаççĕ, анчах чăвашла манса кайман чăвашĕсен чылайăшĕ ялта пурăнать. Чăваш ялĕсен çеç мар, ытти те ялĕсен çак проблемисем: Укçа çукки, ĕç çухални, ĕçке сарăлни. Новая Деревня ял урлă совет вăхăтĕнче автобус çӳренĕ. Халăх хулана сĕте сутма, юлташĕсене курма кайса килнĕ. Халь, ку лини тупăшсăр тесе автобус линине чарчĕç. Халăх ялĕнче юлать, хурланать. Çамрăккисем хулана кайма, чăвашмарланма ĕмĕтленеççĕ. Культура çуртне ватса пăрахнă, кирпĕчĕсене сутнă администрацийĕ. Шкула хупнă.

Тусĕсем тӳрлет

Калининград облаçĕнче 160 ытла халăх пурăнать. Полесск районĕнче Саранское ятлă ирçе ялĕ пур. Тутарсемпе те туслă пурăнаççĕ чăвашсем. «Кардашлар» (Туссем) тутар пĕрлешĕвĕпе чăваш пĕрлешĕвĕ пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Шел пулин те ирçепе мăкшăсен организацийĕ çук.

Каçăсем тӳрлет