Кăвак кăсăя (Cyanistes caeruleus) – çерçирен кăшт пĕчĕкрех кайăк. Çăмартисем (7-10) шурă. Икĕ хут чĕп кăларать. Ытларах юманлăхсенче пурăнать. Садсемпе парксенче те курма пулать. Сăмси пĕчĕк, анчах вăйлă аталаннă. Хĕлле шăнса ларнă хăмăш авăрне те кăшласа ватма, унта хĕл каçакан хурт-кăпшанкăна тупса çиме пултарать. Юрри питĕ кĕске те начар, сахал юрлать. Нăрăсемпе тата лĕпĕшсемпе апатланать. Хĕлле юман çинче апатланаççĕ. Хĕл каçма ниçта та вĕçсе каймасть. Пирĕн тăрăхри чи илемлĕ кайăксенчен пĕри пур çĕрте те лайăх сарăлнă.

Кăвак кăсăя
Cyanistes caeruleus

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет


Кăсăя йышшисен тĕсĕсем
Пысăк кăсăя | Кăвак кăсăя | Вăрăм хӳреллĕ кăсăя | Тĕпекеллĕ кăсăя | Шурă кăсăя | Хура кăсăя | Хура пуçлă кăсăя