Йăртта (σπερμα — вăрă), эякулят (эйякулят) —шĕвек (тĕтреллĕ (мутная), вязкая, опалесцирующая, шурă-серый тĕслĕ), ар-ама хушăнăвĕнче арçыннăн (чĕрчун аçи) ар хатĕрĕнче пулса юхса тухакан шĕвек. Ун шутне вăрă шĕвекĕпе сперматозоидсем кĕреççĕ.

Сперматазоидпа яйцеклетка

Биологи ăнлантарăвĕсем тӳрлет

Йăртта чăмăртанасси чĕрчунсен ар(аçа) пулса çитес тапхăрĕнче пуçланать, хăйĕн хăватлăхне (максимумне) вара тĕреклĕ çулсенче хăпарать те ватăлăх еннелле сӳнсе пырать.

Тĕрлĕ чĕрчунсен аçа-ама хушăнăвĕнче тухакан йăрттин виçи:

Йăрттан вăрăлантарас хăвачĕ сперматозоидсен шутĕнчен те, пахинчен те килет. Сперматозоидсен шучĕ чĕрчунсен пĕр пек мар (такан 30 % май, вăкăрăн 14 % яхăн, сысна аçин, ăйăрăн 7—8 %), тата вăл чĕрчунсен пурнăç условий килет. Çурăмшăммисĕр чĕррисен чылайăшĕн тата хăшпĕр çурăмшăммиллĕ чĕрчунсен (пулăсен, çĕр-шыв чĕрчунĕсен, рептилĕсен, нумай кайăксен тата сĕт ĕмекенсен) çул хушшинчи тапхăрлăх курăнать.

Медицина палăртăвĕсем тӳрлет

Тепĕр чухне шăмшакăн (организмăн) патологиллĕ пулăмĕсенче йăртта сперматозоидсемсĕр те (азоосперми), е сахал виçеллĕ (олигосперми) пулать , хусканманни-тапранманни (некросперми) те, е шайсăр-виçесĕр сперматозоидсем те (тератосперми) тĕл пулаççĕ.

  • медицинăра йăрттана ачалăхсăр амак сăлтавĕсене пĕлес тесе тĕпчеççĕ, арçынпа хĕрарăма искусствăллă мелсемпе ача çуратас ĕçсенче пулăшу параççĕ.
  • Суд медицининче йăртта анализĕ, ытти биологи шĕвекĕсене тĕпчени те преступника тупма пулăшать.
  • Ял хуçалăхĕнче выльăхсене искусствăллă пĕтĕлентерес (вăрăлантарас) ĕçĕсенче хатĕр (управ) йăрттапа усă кураççĕ.

Эякуляци чухне çынннăн йăртти 40 — 70 км/сех. хăвăртлăхпа пĕрхĕнсе тухать.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет