«Интерро́с» — раççей пысăк пайăр финансă-промăçлă ушкăнĕсенчен пĕри. Тулли ячĕ — Акционерсен хупăнчăк этем пĕрлĕхĕ «Интеррос» холдинг компанийĕ. Штаб-хваттерĕ — Мускавра.

«Интеррос» холдинг компанийĕ
тип акционерсен хупă этем пĕрлĕхĕ
Никĕсленĕ çул 1990
Паллă çынсем Владимир Потанин (президент), Сергей Барбашев (тĕп директор)
Веб-сайчĕ www.interros.ru

Кун-çулĕ тӳрлет

2007 çулăн аван вĕçĕнче «Интеррос» хайĕн «Силовые машины» команин акцисен пакетне (30,4 %) Алексей Мордашовăн Highstat Ltd. кипр компанине сутнă[1].

Харпăрçисем тата ертӳçисем тӳрлет

«Интерросăн» пĕртен-пĕр харпăрçи Владимир Потанин шутланать.[2] Тĕп директор — Сергей Барбашев.

Ĕçлĕхĕ тӳрлет

«Интеррос» активĕсем:

2010 çул тĕлне «Интеррос» тытăмлăхĕнчи пурлăх хакĕ 10 млрд доллар ытла шутланать.[3]

«Интеррос» Раççейĕн тĕнчери олимп университечĕн (РМОУ) пĕрле пуçаруçи (Минспорттуризмпа пĕрле, «Сочи-2014» оргкомитетпа тата Раççейĕн Олимп комитечĕпе пĕрле)[4]

«Интеррос» хӳтлĕхĕнче В. Потанинăн ырă кăмăллăх фонд ĕçлет.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Федоринова Ю. Нелегкая победа // Ведомости, № 180 (1954), 25 сентября 2007
  2. ^ Потанин стал единственным владельцем «Интерроса»(ĕçлемен каçă)
  3. ^ Сайт «Интерроса»
  4. ^ Российские кадры для мирового спорта

Каçăсем тӳрлет