Золотов Вениамин Тимофеевич

Вениамин Тимофеевич Золотов (1937, çурла, 4, Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) — чăваш çыравçи, публицисчĕ[1][2]

Вениамин Золотов
Çуралнă чухнехи ят: Золотов Вениамин Тимофеевич
Çуралнă вăхăт: 1937, çурла, 4
Çуралнă вырăн: Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: проза
Жанр: публицистика, проза
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Чăваш АССР çутĕç палăрамçи.
Золотов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Çутĕç отличникĕ.

Биографи тӳрлет

1955 улта Элӗкри шкулта вăтам пĕлӳ илсен Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1960 çулта диплома тивĕçнĕ.

1960-1961 çулсенче Çĕмĕрле районĕнчи Кӑмаша шкулӗнче физика, астрономи учителӗ пулса ӗçленӗ. 1961-1971 çулсенче – Элӗкри вӑтам шкулта вӗрентнӗ.

1988 улта «Советская Чувашия» хаçатӑн сăнавлавçи пулнӑ. 1990-1995 çулсенче «Профсоюзный вестник» хаçатӑн тӗп редакторӗнче тӑрӑшнӑ.

Хальхи вӑхӑтра «Время» хаçатӑн тӗп редакторĕн çумӗ пулса тăрăшать.

Пултарулăхĕ тӳрлет

В. Т. Золотов хайланă ĕçсем тӗрлӗ хаçат-журналра - «Советская Чувашия» (1967 çултанпа), «Хыпар», «Время», «Учительская газета», «Вести Чувашии», «Молодежный курьер»; «Физика в школе» (Мускав), «Народное образование» (Мускав хули), «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» - çутта тухнă.

Унӑн çак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Узелки памяти» (2003), «Всюду юмор» (2004), «Записки инспектора» (2002).

Вуламалли тӳрлет

  • Избранные места из биографии автора // Золотов, В. Т. Узелки памяти: очерки, рассказы, стихи
  • В. Т. Золотов. – Чебоксары, 2003. – С.3-4 Вениамин Тимофеевич Золотов // Древо жизни (от
  • От пращура Федора до наших дней – 1779 - 2005) Синер, Аликово, Чебоксары, СПб., 2005.
  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Вăхăт таппи: çулсем, çынсем, сăнсем. Элӗк ен çырависем инчен Биобиблиографи указателӗ. Элĕк, 2011
  2. ^ [https://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=827&id=2012743 МБУК «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ]