Залогин Олег Владимирович

Залогин Олег Владимирович, — чăваш барчĕ, журналист, филолог, чăваш халăх барчĕсен юхăмне туса хураканĕ. 1959 çулхи çĕртме уйăхĕн 29 Тюмень облаçĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ тӳрлет

Алтайпа Красноярск Енĕсенче, Казахстанра пурăннă. Муркаш районĕнчи Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан Иванова Евдокия Фёдоровна асанне воспитани панă. Юскасси вăтам шкуленче, Çĕнĕ Шупашкарăн ПТУ 15 вĕреннĕ. Монтажник-высотник пулса ĕçленĕ. ПВО çерĕсенче çарта тăнă. 1985 çулта И.Н. Яльянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренсе тухнă. 1985-1988 çулсенче Йĕпреç районĕнчи Березовка посёлокĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1988 çултанпа Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Ленин ялавĕ» (халĕ «Пирĕн сăмах») хаçатăн сотрудникĕ, 1989-1996 çулсенче Сĕнтĕрвăрри районĕн радио редакторĕ, «Чăваш Ен» хаçатăн тата Чăвашрадион хăйсен корреспонденчĕ пулнă. 1996 çултанпа Сĕнтĕрвăрри район ардминистрациĕн ача-пăчапа çамрăксен ĕçесен отделен начальникĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Темиçе магнитоальбом кăларнă: «SOS», «Профессиональная любовь», «Утакан», тата ыттисем. Буклетсен, "Мариинско-Посадская сторона – новь и старина" летопиç кĕнекин авторĕ. «Залог успеха» хаçата никĕслекенĕ тата унăн редакторĕ.

Каçăсем тӳрлет