Жакова Вера Николаевна

Жакова Вера Николаевна (1914, авăн, 19, Чĕмпĕр кĕперни, Пăрачкав районĕ, Никулино ялĕ — 1937, пуш, 13, Чулхула) — вырăс прозăçи[1].

Жакова Вера Николаевна
Çуралнă вăхăт: 1914, авăн, 19
Çуралнă вырăн: Никулино ялĕ, Пăрачкав районĕ, Чĕмпĕр кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1937, пуш, 13
Вилнĕ вырăн: Чулхула
Ĕçлев тĕсĕ: вырăс прозăçи

Кун-çулĕ тӳрлет

1914 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи Никулино ялĕнче çуралнă.

Пăрачкав педагогика техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. Шкулта ачасене вĕрентнĕ.

1937 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чулхулара вилнĕ, хулан некрополĕнче пытарнă[2].

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

 
Вера Жакова кĕнекен хуплашкки

Вера Жакова пăлхавçăсем, ăстасем, Елена Ягунова тĕлентермĕшĕсем çинчен историллĕ романсем çырнă. Çавăн пекех вăл Бажёнов архитектор, Кулибин ăста, ӳнерçĕсем çинчен те çырнă.

Çамрăк çыравçă Макçăм Горькийпе тачă çыхăну тытнă, çыру çырнă.

Чылай ĕçĕсем пичетленмен, Чулхулапа Мускав архивĕсенче упранаççĕ.

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет