Ехремкасси вăтам шкулĕ

Ехремкасси вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ехремкасси ялĕнче вырнаçнă шкул.

Ехремкассири вăтам шкул
Никĕсленĕ 1971
Хупнă 2008
Тĕс Пĕтĕмĕшле вăтам шкул
Адрес Ехремкасси, Элĕк районĕ, Чăваш Ен
Сайчĕ sefrem.chuvash.org

Кун-çулĕ тӳрлет

Шкула 1971 çулта уçнă. Икĕ хутлă шкул çуртне «Правда» колхоз укçипе хăпартнă. Шкула 1967 çулта хăпартма пуçланă. Вăл вăхăтри колхоз председателĕ Шлябин Сергей Александрович питĕ нумай вăй хунă.

Пĕрремĕш шкул директорĕ Михайлов Валерий Михайлович пулнă.

1995 çулта колхоз парнеленĕ çуртра шкул çумĕнче «Шевле» ача-пăча садне уçнă. Çав çуртрах халĕ ӳнер шкулĕ вырнаçнă.

2003 çулта шкула газпа ăшăтма пуçланă.

Каçăсем тӳрлет