Ефимов Георгий Леонидович

Георгий Леонидович Ефимов (1947, утă, 17, Турхан Упи ялĕ, Красноармейски районĕ Чăваш АССР çур.}) — чăваш сăвăçи, прозăçи, публицист, Нестер Янкас парнин лауреачӗ, Раҫҫей Федерацин журналистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ[1].

Георгий Тусли
Çуралнă чухнехи ят: Ефимов Георгий Леонидович
Çуралнă вăхăт: 1947, утă, 17
Çуралнă вырăн: Турхан Упи ялĕ, Красноармейски районĕ Чăваш АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи тата сăвăçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1975 - 2014
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Ефимов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Биографи тӳрлет

955-1958 ҫулсенче Георгий ялти тӑватӑ класлӑ пуҫламӑш шкула ҫӳренӗ. Унӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Таисия Николаевна Николаева пулнӑ. 1959–1964 ҫулсенче Упири вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех район хаҫачӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Сӑва-калав ҫырас туртӑм 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне аталаннӑ. 1959-мӗш ҫулта, 12 ҫулхи ача, «Лум» ятлӑ пӗрремӗш сӑввине ҫырать.

1969-1971-мӗш ҫулсенче шкулта вĕренсе тухсан Георгий Леонидович Пайсупин ялӗнчи клубра ӗҫленĕ.

1973-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Георгий Леонидовича райхаҫат редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ.

1976-1980 ҫулсенче Чулхулари партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕренсе пĕтерсен те тăван тăрăха таврăнать Георгий Ефимов.

Паллă ĕçĕсем тӳрлет

«Ултутти» (1993), «Ватлӑхри чир» (1994), «Ҫатракассинелле утатпӑр» (1997), «Вӗсем райхаҫатра ҫунат сарнӑ», «Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тӑвалла» (2000).

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ [http://www.edu21.cap.ru/?t=news&eduid=6177&news=436499 ЕДИНАЯ ОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ ИНФОРМАЦИОННАЯ СРЕДА Чувашской Республики]

Каçăсем тӳрлет