Евграфов Николай Иванович

Николай Иванович Евграфов () — совет чĕрçыравçи, график, театрти ӳкерçĕ, П. Н. Филонов патĕңче вĕреннĕскер.

Николай Евграфов
Автопортрет. 1937.
Автопортрет. 1937.
Çуралнă чухнехи ят: Николай Иванович Евграфов
Çуралнă вырăн: Санкт-Петербург е Чулхула, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1942
Вилнĕ вырăн: вăрçă хирĕнче
Жанр: Сăрлавӳнер, график, театрти ӳкерçĕ
Вĕренӳ: Чулхулари ӳнер вĕрентешĕ, Петроградри ӳнер-педагогика техникумĕ

Биографи тӳрлет

Тĕрлĕрен хыпарпа, Санкт-Петербургра е Чулхулара çуралнă. 1921—1923 çулсенче Чулхулари ӳнер техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. 1923 — 1927 çулсенче Петроградри ӳнер-педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Хăшпĕр çăлкуçсенче каланипе, 1920 çулăн вĕçĕнче — 1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Пролетарисен сӳретлĕ ӳнер институтĕнче ăсталăхне ӳстернĕ.

1924 çулта Патшалăхăн ӳнер культурин институтĕнче формаллĕ теори уйрăмĕнче практикăра пулнă, К. С. Малевич «сăрлавӳнерти хушма элемент теорийĕ» облаçĕнчи шутласа кăларнине тĕпченĕ [1].

1939—1940 çулсенчи совет-финн вăрçине хутшăннă.

1941 çулта Ленинград патĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фронтĕнче пуçне хунă[1][2].

Арăмĕ — А. Е. Мордвинова[3].

Галерея тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ 1 тата 2 Николай Иванович Евграфов. Государственный музей истории Санкт-Петербурга. Тĕрĕсленĕ 25 Ака уйӑхӗн 2016.
  2. ^ Кругом возможно Хармс : каталог выставки / [авт.-сост. : Е. В. Баснер и др.]. — Санкт-Петербург : [ГМИ СПб], 2005. — 31, [1] с. : ил., цв. ил.; 30 см. ISBN 5-902671-25-6
  3. ^ Ленинградские художницы. - События - Русский музей.

Каçăсем тӳрлет