Диван лугат ат-турк

«Дива́н луга́т ат-турк» (арап. ديوان لغات الترك — тĕрĕк чĕлхисен пуххи — тĕрĕк чĕлхисен энциклопедилле словарĕ, Махмуд ал-Кашгари (вилнĕ вăхăт: 1101-мĕш е 1126-мĕш çул) лексикограф тата филолог çырнă.

Диван лугат ат-турк
арап. ديوان لغات الترك
Тĕрĕк тĕнчи ҫитти Кашгари тӑрӑх
Тĕрĕк тĕнчи ҫитти Кашгари тӑрӑх
Авторсем Махмуд ал-Кашгари
Тăван чĕлхи араб чĕлхи
Жанр энциклопедический словарь
Алçырăвĕсем рукопись Мухаммада ибн Абу Бакра ибн Абу-л-Фатха ас-Сави ад-Димашки (1 августа 1266 года)
Усрани библ. Миллет Генель, Стамбул, Турци Турци
Оригинал утерян
Викивулавăш логотипĕ Текст Викивулавăшра

Кашгар Махмучĕ пăлхар тата сувар чĕлхисем пирки тӳрлет

Ку ыйтупа сувар.рф сайтара (ăна культурологи кандидачĕ Алмантай Владимир Николаевич тытса тăрать) çапла каланă[1]:

<Куçару: Пăлхарсемпе сăварсем Каспиçумра

Admin - 11-мĕшĕ, сентябрь, 2012 - 22:49.

Махмуд ал-Кашгари XI ĕмĕрти хăйĕн карттинче Пăлхар хулине Каспи (Хазар) тинĕсĕ çывăхĕнче Атăл вурринчен сулахаярахра вырнаçтарнă. Сăвар хулине вара — Атăл вурринчен сылтăмалла (хальхи Дагестан территорийĕнче теме май пур).

Вăл çырса кăтартакан XI ĕмĕрти пăлхарсемпе сăварсем Византи (Рÿм) çывăхĕнче вырнаçăннă, урăхла каласан Хазарипе Дунайçи Пăлхар территорийĕнче. Хазар каганачĕ 965-мĕш çулта, Дунайçи пăлхарсен патшалăхĕ 1018-мĕш çулта арканнине шута илсен, Кашгари çавсенчен юлса Каспи çумĕнче (çавăн пекех, ахăртнех, Хура тата Азов тинĕсĕсен çумĕнче те) пурăннă сăварсемпе пăлхарсене çырса кăтартнă пек пулса тухать. Махмул ал-Кашгарие ĕненес пулсан, асăннă тĕлелле çак тахçан огур чĕлхиллĕ пулнă пăлхарсемпе сăварсем печенег тата/е огуз тата/е половццă-кыпчак (кумык-карачай=балкар ушкăнĕ) чĕлхисене куçса пĕтнĕ (маларах Дунайçи пăлхарсем те кăнтăр славян чĕлхине куçнă, авă, — анчах этнонимсем сыхланса юлнă).>

Вуламалли тӳрлет

  • Махмуд ал-Кашгари. Диван Лугат ат-Турк / З-А. М. Ауэзова. — Алматы: Дайк-Пресс, 2005. — 1288 с. — ISBN 9965-699-74-7.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Диван Лугат ат-Турк // В. Н. Алмантай сайчĕ