Гаусельм Файдит

Гаусельм Файдит (окс. Gaucelm Faidit, çăвăн пекех Ансельм ятпа паллă) — Прованс тăрăхĕн трубадурĕ. Хăçан çуралнипе вилни паллă мар, 1172—1203 çулсем хушшинче пурăннă тесе шутлаççĕ.

Гаусельм Файдит
XIII ĕмĕрти манускрипт.

Кун-çулĕ тӳрлет

Гаусельм çураласса Лимузенри пуянах мар кил-йышра çуралнă. Ку тăрăхра унччен вăйăç пулман, çавăнпа та вăл хулари чи пĕрремĕш комедиант, чи пĕрремĕш жонглёр шутланать. Çапла май тĕрлĕ хулапа ял хушшинче юрласа çӳресе ăна паллама пуçлаççĕ, ячĕ ытти çĕрсене сарăлать. Чапĕ тухнă хыççăн ăна чылай Европа патшисем хăйĕн патне чĕннĕ. Сăмахран, вăл Арăслан чĕреллĕ Ричард патĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Хăйĕн паллă сăввине (Арăслан чĕреллĕ Ричардăн вилĕмĕ пирки) унта пулнă хыççăн çырнă.

Пултарулăхĕ тӳрлет

Чылай сăввинче эротика курăнать. Пурĕ 65 хайлав сыхланса юлнă.

Çак сăвăсене асăнма пулать:

  • «Trionfi d’amore» (Петраркăн та ун евĕр çырнă хайлавĕ пур);
  • «L’Heregia dels preyres» (комеди);