Воронец Ольга Борисовна

Воронец Ольга Борисовна хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

О́льга Бори́совна Вороне́ц (12.2.1926, Смулен, ССРП — 2.8.2014, Мускав, РФ) — совет/раççей халăх/эстрада мусăкĕ жанрĕнчи юрăç; РСФСР халăх артисчĕ (1978).

Ольга Воронец
Тулли ят Ольга Борисовна Воронец
Çуралнă вăхăт 1926, нарăс, 12
Çуралнă вырăн Смулен, Смулен облаçĕ, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт 2014, çурла, 2
Вилнĕ вырăн Мускав, РФ
Профессисем XX ĕмĕрти совет/раççей юрăçи
Жанрсем халăх тата эстрада мусăкĕ
Парнесем
«Хисеп Палли» орденĕ
РСФСР халăх артисчĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ

Биографи тӳрлет

Мусăкçăсен килйышĕнче çуралнă: амăшĕ — пианистка, ашшĕ — профессионал-юрăç, кукамăшĕ чухăна тухнă смулен дворян килĕнчен пулнă. Ольгăна вĕсем дворян йăлинче ӳстернĕ. Ачаранах ăна хăйне сăпайлă тытма тата кĕнеке вулама хăнăхтарнă.

Хĕрача виççĕ тултарсан ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă, çапах та ашшĕпе пурнăç тăршшипех туслă пулнă. Пĕчĕкренех юрланă, драма актриси пулма ĕмĕтленнĕ.


Пайăр пурнăçĕ тӳрлет

Хăйĕн пĕрремĕш упăшки пирки Воронец каласа панипе, вĕсем çырăнман пулнă. Смуленре паллашнă, кайран ăна фронта илнĕ. Вăрçă пĕтичченех хĕр каччине кĕтнĕ. 1948 çулта упăшкине тыткăна лекнĕшĕн ултă çуллаха колоние ăсатнă. Ирĕке тухсан Мускавра пурăнма юраман. Çапла вара вĕсем уйрăлнă. "Эпĕ уншăн пула шанчăклă çын шутланман. 60-мĕш çулсен варрине çити Мускавра пурăнма ирĕк паман!", - асилнĕ юрăç.


Чыслани тӳрлет

Литература тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет