Вольф — Райе çăлтăрĕ

Во́льф — Райе çăлтăрĕсем́ — питĕ хĕрӳ температурăллă тата питĕ вăйлă çутатаслă, çаплах спектрĕнчи тĕрлĕ элементсен янкăр эмиссиллĕ йĕрĕсем пуррипе паллă çăлтăрсен тĕсĕ. Çак çăлтăрсем йывăрррисем пулаççĕ, хăйсен эволюцин вĕçĕнчи тапхăрĕсенче орода, анчах та вĕсенче шывамăш пĕтсе çитнĕ пекех, гелий вара чылаях, хăватлă çăлтăр тăвăлĕ тухать. Вĕсем сайра тĕлпулаççĕ, галактикăсен лаптакĕнче вырнаçнă, тăтăшах иккĕн-тăвăр системисене кĕреççĕ. Унсăр пуçнек, çак çăлтăрсем улшăнуллă шутланаççĕ.

Киль çăлтăр капланчăкĕнчи WR 31a Вольф — Райе çăлтăрĕ

Çăлтăрсен класне Шарль Вольф тата Жорж Райе астрономсен ятне панă, вĕсем пĕрремĕш 1867-мĕш çулта асаннă çăлтăрсен спектрĕсенчи уйрăмлăхсене асăрханă.

Пахалăхĕсем тӳрлет

Тĕп характеристикăсем тӳрлет

Вольф — Райе çăлтăрĕсем — ытларахăшĕпе эволюцин кайри тапхăрĕсенчи шывамăш çийĕсĕр, гелийпе пуян (вăл варринче çунса пырать) йывăр çăлтăрсем. Тĕп умлăн-хыçлăнлăхĕнчи хăйсен варринче çителĕклĕ шывамăшне çунтаракан питĕ йывăр çăлтăрсен характеристикисем пĕрех темелле, вĕсене çавăн пекех Вольф — Райе çăлтăрĕсем теççĕ [1][2].

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Heydari-Malayeri, M. WNh Type. Paris: Paris Observatory. Тĕрĕсленĕ 26 Чӳк уйӑхӗн 2020.
  2. ^ Crowther, Paul A.; Walborn, Nolan R. Spectral classification of O2–3.5 If*/WN5–7 stars // Monthly Notices of the Royal Astronomical Society. — Oxf.: Wiley-Blackwell, 2011. — Т. 416.

Литература тӳрлет

  • Кононович Э. В.; Мороз В. И. Общий курс астрономии. — 2-е, исправленное. — М.: УРСС, 2004. — 544 с. — ISBN 5-354-00866-2.
  • Karttunen H., Kroger P., Oja H., Poutanen M., Donner K. J. Fundamental Astronomy. — 5th Edition. — B.; Heideberg; N. Y.: Springer, 2007. — 510 p. — ISBN 978-3-540-34143-7.
  • Сурдин В. Г. Астрономия: век XXI. — 3-е изд. — Фрязино: Век 2, 2015. — 608 с. — ISBN 978-5-85099-193-7.