Википеди:Ăслăлăх терминĕсем
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я |
А тӳрлет
- Аберрация — аберраци.
Çутă пайăркисем тăрă хутлăхсем пĕр пек маррине пула тӳрĕ йĕртен пăрăннине аберраци теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Отклонение световых лучей от прямой линии в прозрачных средах называется аберрацией.
- Абсолютная влажность — абсолютлă нӳрĕлĕх.
Пĕр кубла метр (1 м3) сывлăшри шыв пăсĕн хисепне абсолютлă нӳрĕлĕх теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Количество паров воды, находящееся в 1 м3 воздуха, принято называть абсолютной влажностью.
- Абсолютная температура — абсолютлă температура.
Термодинамика виçкĕчĕпе палăртакан температурăна хушăран абсолютлă температура теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Температуру, отсчитываемую по термодинамической шкале, иногда называют абсолютной температурой.
- Абсолютная шкала температур, шкала Кельвина — температурăн абсолютлă виçкĕчĕ, Кельвин виçкĕчĕ.
Виçесен тĕнчери системинче температурăн абсолютлă (термодинамика) виçкĕчĕпе, е Кельвин виçкĕчĕпе, усă курма йышăннă.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)В Международной системе единиц принята абсолютная (термодинамическая) шкала температур, или шкала Кельвина.
- Абсолютное значение числа — хисепĕн абсолютлă пысăкăшĕ.
Шут пуçламăшĕпе хисепе палăртакан пăнчă хушшине хисепĕн абсолютлă пысăкăшĕ теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Расстояние от начала отсчёта до точки, изображающей число, называется абсолютным значением числа.
- Абсолютное удлинение — абсолютлă вăрăмлану.
- Абсолютный — абсолютлă (нимĕнле условипе те çыхăнман, хăй халлĕ).
- Абсолютная величина — абсолютлă пысăкăш.
- Абсолютный нуль температуры — температурăн абсолютлă нулĕ (Цельсипе: −273,15°).
- Абсолютный показатель преломления — хуçăлăвăн абсолютлă кăтартăвĕ.
Вакуумрипе танлаштарсан пĕр-пĕр хутлăхра çутă мĕн чул хуçăлнине çав хутлăх хуçăлăвĕн абсолютлă кăтартăвĕ теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Показатель преломления среды относительно вакуума называют абсолютным показателем преломления этой среды.
- Абсцисса — абсцисса.
- Абсцисса точки — пăнчă абсцисси.
- Авометр, ампервольтомметр — авометр.
Авометр — амперметртан, вольтметртан тата омметртан тăракан виçев хатĕрĕсен пуххи.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Авометр — это комплекс измерительных приборов, состоящий из амперметра, вольтметра, омметра.
- Автоклав — автоклав.
Автоклав — савăтри пусăма ӳстерсе шыв вĕренин температурине 100°-ран (C) ирттерме май паракан ăшăтмалли система.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Автоклав — нагревательная система, позволяющая за счёт повышения давления в ёмкости увеличить температуру кипения воды более чем на 100°C.
- Автоколебания — авточӳхенӳ (пĕр-пĕр системăн шалти хăвачĕпе пулакан сӳнми чӳхенӳ).
- Автоколебательная система — авточӳхенӳ системи.
- Автотрансформатор — автотрансформатор.
Автотрансформатор — приборсем патне пыракан электричество токĕн карулăхне майĕпен пысăклатма е пĕчĕклетме май паракан хатĕр.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Автотрансформатор — это устройство, позволяющее плавно увеличить или уменьшить напряжение электрического тока, подводимое к приборам.
- Агрегатное состояние вещества — япалан агрегат тăрăмĕ (вăл хытă, шĕвĕ, газ йышши е плазма евĕрлĕ пулни).
- Адиабатный (адиабатический процесс) — улăшусăр процесс.
Система ăшă урлă энерги илмен тата паман процеса улăшусăр процесс теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Адиабатным называется процесс, в ходе которого система не получает и не отдаёт энергии посредством теплопередачи.
- Адроны — адронсем.
Вăйлă хутшăнусене кĕрекен ансат пĕрчĕксен класĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Это класс элементарных частиц, участвующих в сильном взаимодействии.
- Аккомодация глаза — куç майлашни.
Куç тĕрлĕ инçĕшри япаласене уçăмлă курма пултарнине куç майлашни теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Способность глаза приспосабливаться к видению как на близком, так и на далёком расстоянии, называется аккомодацией.
- Аккумулятор — аккумулятор (электричествăна пухса каплантаракан хатĕр).
- Аксиома — аксиома, кĕрет чăнлăх.
Ансат фигурăсен тĕп пахалăхĕсене уçса паракан шухăшсене çирĕплетмесĕр йышăнаççĕ, вĕсене аксиомăсем теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Утверждения, содержащееся в формулировках основных свойств простейших фигур, не доказываются и называются аксиомами.
- Аксиоматика — аксиоматика.
- Аксиоматический метод — аксиоматика меслечĕ.
- Активное сопротивление — активлă (хастарлă) чăрмавлăх.
- Активность Солнца — Хĕвел активлăхĕ (хастарлăхĕ).
- Акустика — акустика.
Физикăн сасă (акустика) пулăмĕсене тĕпчекен уйрăмне акустика теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Акустика — это раздел физики, изучающий свойства звуковых (акустических) волн.
- Акустический резонанс — сасă резонансĕ.
- Алгебра — алгебра.
- Алгебра событий — пулнă ĕçсен алгебри.
- Алголь — алголь.
Йĕкĕр спектрлă çăлтăр пайĕсем çаврăннă май пĕр-пĕрне хуплама пултараççĕ. Çавăн йышши çăлтăрсене алгольсем теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Компоненты спектрально-двойной звезды могут при взаимном обращении поочерёдно загораживать друг друга. Такие звёзды называются алголями.
- Альтиметр, высотомер — альтиметр (вырăн çӳллĕнше виçмелли хатĕр).
- Альфа-излучение, α-излучение — альфа пайăркалав (альфа пайăркасем сарăлни).
- Альфа-лучи, α-лучи — альфа пайăркасем, α пайăркасем (альфа пĕрчĕксен юххи).
- Альфа-частица, α-частица — альфа пĕрчĕк, α пĕрчĕк (гели атомĕн тĕшши, вăл икĕ протонпа икĕ нейтронран тăрать).
- Аморфное тело — тытăмсăр ӳтлĕх (атомĕсем çирĕп йĕркесĕр вырнаçни).
- Ампер, А — ампер, А (электричество токĕн вăйне палăртмалли виçе).
- Амперметр — амперметр (электричество токĕн вăйне виçмелли хатĕр).
- Амплитуда колебания — чӳхенӳ чикки.
Чӳхенекен система лăпкă тăнипе танлаштарсан чи нумай улшăннине чӳхенӳ чикки теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Наибольшее отклонение от положения равновесия колебательной системы называется амплитудой колебания.
- Амплитудная модуляция — чӳхенӳ чиккин улшăнăвĕ.
- Анализ — анализ, тишкерӳ.
- Математический анализ — математика анализĕ (математика ăслăхĕн пĕр пайĕ).
- Анизотропия — анизотропи (ӳтлĕхĕн тĕрлĕ пайĕсенче физика уйрăмлăхĕсем пĕр пек пулманни).
- Анизотропное тело — анизотроплă ӳтлĕх.
Тĕрлĕ енĕпе (ăшă ярасси, механика çирĕплĕхĕ, электричество ярасси тĕлĕшĕпе) пахалăхĕсем уйрăлса тăракан ӳтлĕхе анизтроплă ӳтлĕх теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Анизотропным называется тело, различающееся свойствами по разным направлениям (теплопроводностью, механической прочностью, электропроводностью.)
- Анизотропность — анизотропилĕх.
- Аннигиляция — аннигиляци (тӳнтер пĕрчĕксем пĕр-пĕрне пĕтернипе урăх пĕрчĕк пулни, сăмахран, электронпа позитрон пĕтнипе икĕ фотон пулать).
- Анод — анод (электроток паракан хатĕрĕн пурлă полюсĕ; унпа çыхăнтарнă электрод).
- Анодирование, гальваностегия — анодлав, анодлани (электролиз чухне япалана металл сийĕпе витни).
- Антенна — антенна (радио хумĕсем йышăнмалли е парса тăмалли хатĕр.)
- Антивещество — тӳнтер япала (ахаль йышши мар, тӳнтер пĕрчĕксенчен тăраканни).
- Антинейтрон — тӳнтер нейтрон.
- Антипротон — тӳнтер протон.
- Античастица — тӳнтер пĕрчĕк (ытти енĕпе пĕр пек, анчах электричество авăрлавĕ тĕлĕшĕнчен хирĕçле ансат пĕрчĕксем, сăм. протон — тӳнтер протон, электрон — позитрон; вĕсем тĕл пулнипе аннигиляци пулать).
- Апекс — апекс (Хĕвел системи хăш еннелле куçнине кăтартать).
Апекс енчен çăлтăрсем пирĕн паталла вăтамран 20 çм/çек хăвăртлăхпа çывхараççĕ, хирĕç енчен вара вăтамран çав хăвăртлăхпах пирĕнтен каяççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)В направлении апекса звёзды в среднем приближаются к нам со скоростью 20 км/с, а в противоположном направлении с такой же скоростью в среднем удаляются от нас.
- Апофема — апофема.
Тĕрĕс касăк пирамидăн аяк енĕсем — пĕр пек тан енлĕ трапецисем; вĕсен çӳллĕшĕсене апофемăсем теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Боковые грани правильной усечённой пирамиды — равные равнобокие трапеции; их высоты называются апофемами.
- Ар — ар (çĕр лаптăкĕн виçи — 100 м2).
- Аргумент — аргумент.
- Аргумент функции — функци аргуменчĕ.
- Аргумент комплексного числа — комплекслă хисеп аргуменчĕ.
- Ареометр — ареометр (шĕвек тачăлăхне виçсе пĕлмелли хатĕр).
- Арифметика — арифметика.
- Арифметический — арифметикăн.
Арифметика вăтам хисепĕ — хисепсен хушăнчăкне хушăнансен хисепĕ çине пайласан пулакан хисеп.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Среднее арифметическое — число, полученное при делении суммы чисел на число слагаемых.
- Архимедова сила — Архимед вăйĕ.
Ӳтлĕхе шĕвекрен е газран хĕссе кăларакан вăя Архимед вăйĕ теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Силу, выталкивающую тело из жидкости или газа, называют архимедовой силой, названной так в честь Архимеда, который впервые указал на её существование и рассчитал её значение.
- Ассоциации звёздные — çăлтăрсен пĕрлешĕвĕсем.
- Астероиды — астероидсем.
Хĕвел системинче пĕчĕк планетăсем (астероидсем) йышлă, вĕсенчен чылайăшĕ Марспа Юпитер орбитисем хушшинче куçаççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)В Солнечной системе множество малых планет (астероидов), большинство которых движется между орбитами Марса и Юпитера.
- Астрономическая единица (единица расстояния) — астрономи виçи (инçĕш виçи).
- Астрономия — астрономи.
Астрономи — чи авалхи ăслăхсенчен пĕри, вăл çынсен кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерме çуралнă, вĕсемпе пĕрлех аталаннă.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Астрономия является одной из древнейших наук, она возникла на основе практических потребностей человека и развивалась вместе с ними.
- Астрофизика — астрофизика (физикăн тӳпери ӳтлĕхсен тытăмне, тĕнче уçлăхĕнчи физика пулăмĕсене тĕпчекен уйрăмĕ).
- Атмосфера — атмосфера (пусăма пăлартмалли виçе; вăл 760 мм çӳллĕш чĕр кĕмĕл юпин пусăмĕпе тан — 101 300 Па).
- Атмосферное давление — атмосфера пусăмĕ.
- Атом — атом.
Молекула тăвакан вак пĕрчĕксене атом теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Атомы — частицы, из которых состоят молекулы.
- Атомная единица массы — атомлă масса виçи (126C йышши углерод изотопĕн сулăмĕн 1/12 пайĕпе танлашать).
- Атомная масса — атом масси (пĕр-пĕр элемент атомĕн атом массин виçипе палăртнă сулăмĕ).
- Атомная физика — атом физики (физикăн атом тытăмне тата улшăнăвĕсене тĕпчекен уйрăмĕ).
- Атомная электростанция, АЭС — атом электростанцийĕ, АЭС (тĕшĕ реакторĕн ăшшипе ĕслекенни).
Тĕшĕ энергийĕнчен электричество энергийĕ тăвакан электростанцисене атомлă электростанцисем теççĕ. Ун йышши электростанцисенче реакторта тĕшĕ пайланнă чух пулакан энергипе шывран пăс тума усă кураççĕ, кайран çав пăс генераторпа çыхăннă турбинăна çавăрать.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Электростанции, где ядерная энергия преобразуется в электрическую, называются атомными. На таких электростанциях энергия, выделяющаяся в ядерном реакторе при делении ядер, используется для превращения воды в пар, который затем вращает связанную с генератором турбину.
- Атомная (ядерная) энергия — атом энергийĕ (атом тĕшши улшăннипе пулаканни).
- Атомное ядро — атом тĕшши (атомăн пурлă май авăрланнă вăта пайĕ, вăл протонсенчен тата нейтронсенчен тăрать).
- Атомный реактор — атом реакторĕ.
Тĕшĕ пайланăвĕн реакцине йĕркелесе пыма май паракан хатĕре атом (е тĕшĕ) реакторĕ теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Атомным (или ядерным) реактором называется устройство, в котором осуществляется управляемая реакция деления ядер.
- Афелий — афели (планета орбитин Хĕвелтен чи аякри пăнчи).
- Аэродинамика — сывлăш динамики, аэродинамика.
Аэродинамика — физикăн ӳтлĕхпе сывлăш хутлăхĕ пĕр-пĕрне еплерех витĕм кӳнине тĕпчекен пайĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Аэродинамика — это раздел физики, изучающий взаимодействие тел с воздушной средой.
- Аэродинамическая труба — сывлăш динамикин пăрăхĕ.
Сывлăш динамикин пăрăхĕ — ӳтлĕхпе сывлăш (вĕçев аппарачĕсем, сооруженисем) пĕр-пĕрне еплерех витĕм кӳнине тĕпчемелли хатĕр.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Аэродинамическая труба — устройство для исследования взаимодействия тел (летательных аппаратов, сооружений) с воздушной средой.
- Аэростат — аэростат (сывлăшран çăмăлрах газ тултарнă вĕçмелли аппарат).
Б тӳрлет
- База транзистора — транзистор бази.
База — транзисторăн виçĕ пайĕнчен пĕри.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)База — одна из трёх областей транзистора.
- Базис — базис.
Япалана сăнамалли вырăнсем пĕр-пĕринчен аяккарах пулсан, у. к. базис пысăкрах пулсан, япала инçĕшĕ улшăнман чухне параллакслă шăвăм та пысăкрах.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Чем дальше отстоят друг от друга точки наблюдения за предметом, т. е. чем больше базис, тем больше параллактическое смещение при той же удалённости предмета.
- Баллон — баллон.
Баллон — газсемпе шĕвексене упрамалли савăт.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Баллон — сосуд для хранения газов или жидкостей.
- Барокамера — барокамера.
Ăшĕнче, атмосферăрипе танлаштарсан, пысăкрах е пĕчĕкрех пусăм тума май паракан камерăна барокамера теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Камера, где можно создать повышенное или пониженное по сравнению с атмосферным давление, называется барокамерой.
- Барометр — барометр (атмосфера пусăмне виçмелли хатĕр).
- Барометр-анероид — анероид барометр (сывлăш пусăмне виçме çӳхе тимĕртен тунă, сайратнă сывлăш тултарнă хатĕр).
- Батарея элементов — элементсен батарейи (электричество паракан элементсене вĕçе-вĕçĕн пĕрлештерни).
- Батискаф — батискаф.
Тинĕсе тарăн вырăнсенче тĕпчемелли хатĕр. Батискаф караппа çыхăнман, унăн хăйĕн двигатель пур, шыв айĕнче кирек ăçталла та куçма пултарать.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Прибор для исследования моря на больших глубинах. Батискаф не связан тросом с кораблём, он имеет собственный двигатель и может передвигаться на большой глубине в любом направлении.
- Батисфера — батисфера.
Тинĕсе тарăн вырăнсенче тĕпчемелли хатĕр. Ăна тинĕсе троспа ятарлă карап çинчен антараççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Прибор для исследования моря на больших глубинах. Батисферу опускают в море на стальном тросе со специального корабля.
- Бел, Б — бел, Б (акустикăра усă куракан виçе; унпа, сăмахран, сасă вăйне виçеççĕ).
- Белые карлики — шурă карликсем.
Хĕрлĕ улăпсен тачă та вĕри варринче гелирен углерод тăвас телĕшпе синтез реакцийĕ пырать. Гели саппасĕсем чакнăçемĕн гелирен углерод тăвакан реакци вĕçленет. Çăлтăр хĕсĕнет, шурă тĕслĕ питĕ çăтă карлик пулса тăрать.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)В плотном и горячем ядре красных гигантов идёт реакция синтеза углерода из гелия прекращается. Звезда сжимается, приходит в состояние крайне плотного карлика.
- Бета-излучение, β-излучение — бета пайăркалав (бета пайаркасем сарăлни).
- Бета-лучи, β-лучи — бета пайăркасем, β пайăркасем (бета пĕрчĕксен юххи).
- Бета-радиоактивность — бета радиоактивлăх, бета радиохастарлăх.
- Бета-частица — бета пĕрчĕк, β пĕрчĕк.
Радиохастарлă пайлану пулнă чух тухакан электронсене бета пĕрчĕксем теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Электроны, испускаемые при радиоактивном распаде, называются бета-частицами.
- Биллион — биллион, бĕльюн (миллиард, пин мĕльюн).
- Биофизика — биофизика (чĕрĕ организмсенчи физика процесĕсене тĕпчекен ăслăлăх).
- Биссектриса — биссектриса (кĕтесе çурмалла пайлакан тӳрĕ йĕр).
- Биссектриса угла — кĕтес биссектриси.
- Биссектриса треугольника — виç кĕтеслĕх биссектриси.
- Блок — шалтăрма (йывăр япала çĕклемелли хатĕрсен пайĕ).
- Болид — болид.
- Больше — ытларах, пысăкрах.
- Броуновское движение — Броун куçăмĕ (шĕвекре е сывлăшра сарăлнă япалалăх пĕрчĕкĕсем ним йĕркесĕр куçкалани).
- Буквенное выражение — саспаллиллĕ палăрту.
- Бумажный конденсатор — хут конденсатор.
В тӳрлет
- Вакуум — вакуум, пушăлăх (атмосферăринчен пĕчĕкрех пусăмлă савăтра газ сайрални).
- Вакуумметр, вакуумный манометр — вакуумметр, вакуум манометрĕ (савăтсенче вакуум чухне газăн пусăмне виçмелли манометр).
- Вакуумный диод — см. двухэлектродная лампа
- Вакуумный насос — вакуум насусĕ.
Савăтра вакуум тума (молекулăсем ун пек чух пĕр-пĕрне перĕнмеççĕ, савăта çеç) май паракан насуса вакуум насусĕ теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Вакуумными называются насосы, позволяющие создавать разрежение в сосудах до состояния вакуума, при которых молекулы в этих сосудах движутся, не соударяясь друг с другом (взаимодействуя только со стенками сосуда).
- Вакуумный фотоэлемент — вакуумлă фотоэлемент.
Хальхи вакуумлă фотоэлемент кĕленче колба евĕрлĕ, унăн шалаш пайне металăн çӳхе сийĕпе витнĕ. Çав пая катод теççĕ. Тăрă «чӳрече» витĕр колба ăшне çутă кĕрет. Фотоэлемент варринче фотоэлектронсене тытмалли анод пур, ăна диск е пралук ункă евĕр тăваççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Современный вакуумный фотоэлемент представляет собой стеклянную колбу, часть внутренней поверхности которой покрыта тонким слоем металла с малой работой выхода. Эта часть называется катодом. Через прозрачное «окошко» свет проникает внутрь колбы. В её центре расположена проволочная петля или диск — анод, который служит для улавливания фотоэлектронов.
- Вакуумный электронный прибор — вакуумлă электрон хатĕрĕ.
Вакуумри термоэлектрон эмиссийĕ пулăмĕпе усă куракан хатĕрсене вакуумлă электрон хатĕрĕсем теççĕ. Вĕсен шутĕнче икĕ электродлă электрон лампи, электрон пайăркаллă пăрăх т. ыт. те.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)К вакуумным электронным приборам относятся приборы, где используется явление термоэлектронной эмиссии в вакууме. К ним относятся двухэлектродная электронная лампа, электронно-лучевая трубка и др.
- Валентность — валентлăх (атом е пĕрчĕк ытти çавнашкал япаласемпе çыхăнăва кĕме пултарни).
- Валентный электрон — çыхăнуллă электрон (ытти ансат пĕрчĕксемпе çыхăнăва кĕрекенни).
Атомăн тулаш хуппинче вырнаçнă электронсене çыхăнуллисем теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Валентными называются электроны, находящиеся на внешней электронной оболочке атома.
- Ватт, Вт — ватт, Вт (хăват виçи — 1 çеккунтра 1 джоуль чухлĕ ĕç туни).
- Ваттметр — ваттметр (электричество токĕн хăватне виçмелли хатĕр).
- Ватт-час, Вт·ч — ватт-сехет, Вт·с (ĕç виçи — 1 сехет хушши 1 ватт хăватпа ĕçлени).
- Вебер, Вб — вебер, Вб (магнитлă юхăм виçи).
- Вектор — вектор.
- Длина вектора (модуль вектора) — вектор тăршшĕ.
- Коллинеарные векторы — коллинеарлă векторсем.
- Единичный вектор — виçев векторĕ.
- Векторная величина — векторлă пысăкăш (хисеплĕ пĕлтерĕшсĕр (модульсĕр) пуçне туртăм пур пысăкăш).
- Векторное равенство — вектор(сен) танлăхĕ.
- Венера — Венера.
Венера — Хĕвел системинче пысăк планетăсенчен пĕри.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Венера — одна из больших планет Солнечной системы.
- Вероятность — пулаяслăх, пулма пултарни, пулма пултараслăх.
- Теория вероятности — пулаяслăх теорийĕ.
- Вероятность событий — пулăмсен пулаяслăхĕ.
- Вершина — тăрă, тăрри.
- Вес — йывăрăш.
- Вес тела — ӳтлĕх йывăрăшĕ.
Ӳтлĕх, çĕрелле туртăннă май, тӳрем çи е чăнкă çакă çине вăй хунине ӳтлĕх йывăрăшĕ теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Весом тела называется сила, с которой тело вследствие притяжения к Земле действует на горизонтальную опору или подвес.
- Весеннее равноденствие — çурхи кунпа çĕр танлашăвĕ.
- Весы — тараса.
- Ветроэлектростанция, ВЭС — çил электростанцийĕ, ÇЭС.
Куçакан сывлăш юхăмĕн энергийĕнчен электричество энергийĕ тума май паракан хатĕре çил электростанцийĕ теççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Ветроэлектростанция — установка для получения электрической энергии за счёт кинетической энергии движущегося потока воздуха.
- Ветряной двигатель — çил двигателĕ.
Çил двигателĕсем куçакан сывлăш (çил) энергийĕпе ĕçлеççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(акăлч.)Ветряные двигатели используют энергию движущегося воздуха — ветра.